Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем Республики

Хаклӑ ентешӗмӗрсем! 

Сире  Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак патшалӑх уявӗ Чӑваш Ене юратакан, ӑна малалла аталантарас­си­шӗн хӑйӗн вӑйӗпе пултарулӑхне тата чунне парса тӑрӑшакан мӗнпур ҫыншӑн пы­сӑк пӗлтерӗшлӗ.

Атӑлӑн илемлӗ хутлӑхӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республики тӗрлӗ наци ҫын­ни­не тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсене ­­­пӗр ҫемьене пӗрлештернӗ.

Пирӗн республика – уҫӑ регион, кунта этем капиталне аталантарассине, кашни ҫынна хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫма май­сем ту­са парас­сине тӗп вы­рӑна хураҫҫӗ.

Паян эпир экономикӑна инвестицисем явӑҫтарас, ку чухнехи производ­ст­вӑ­семпе ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелес, пысӑк технологиллӗ компетенцисемлӗ кадрсене вӗрентсе хатӗрлес енӗпе ӗҫлетпӗр.

Промышленноҫпа ял хуҫалӑх отраслӗсене ҫӗнетсе пыни, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата ҫулсем туни, общество инфратытӑмне инновациллӗ технологисе­не ӗҫе кӗрт­ни Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин кал-кал аталанӑвне тивӗҫте­реҫҫӗ.

Социаллӑ программӑсене пурнӑҫласси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ҫын­сене социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерес ӗҫ шайӗ, медицина тата вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗпе юрӑхлӑхӗ ӳсет.

Республикӑра ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнӗ проектсемпе тата программӑсемпе па­­ян Раҫҫей субъекчӗсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ.

Тавралӑх хутлӑхне сыхлас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлени экологи хӑрушсӑр­лӑхӗн сферинче тунӑ пысӑк кӑтартусене сыхласа хӑварма май парать, регио­нӑн лайӑх экологи лару-тӑрӑвне шанчӑклӑн ҫирӗплетет. Физкультурӑпа спорт ӗҫне йӗр­келес енӗпе регион темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ ҫӗршывра чи лайӑххисен шутӗнче. Ха­лӑхӑн 40 про­ценчӗ ытла физкультурӑпа тата спортпа туслӑ. Пур­нӑҫ тӑршшӗн вӑтам кӑ­тар­тӑвӗ республикӑра 73 ҫулпа танлашать.

Тӑван Чӑваш Ене юратакан тата унӑн шӑпишӗн пӑшӑрханакан ҫын­сем тӗ­р­­лӗ ырӑ пуҫару тӑваҫҫӗ, общество инфратытӑмӗн аталанӑвне хӑйсен тӳпи­не хы­в­ма тӑ­­­рӑшаҫҫӗ.

Ҫуралнӑ ҫӗр ырлӑхӗшӗн эпир пӗрле ӗҫлетпӗр тата тӑрӑшатпӑр, халӑ­хӑмӑрӑн йӑ­ли-йӗр­кине, пу­­ян культурипе ӑс-хакӑл еткерне типтерлӗн сыхласа уп­ратпӑр.

Чӑваш Ене юратнӑшӑн тата унӑн аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн, рес­публика малашлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тӑ­ватӑп.

Чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм, юрату, телей тата ырлӑх су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                            Михаил Игнатьев

 

 

 

Дорогие соотечественники! 

Сердечно поздравляю вас с Днем Республики!

Этот государственный праздник важен для всех, кто любит Чувашию, кто вложил труд и талант, частичку души в ее развитие.

Чувашская Республика, раскинувшаяся на живописных берегах Волги, объединила в одну семью людей разных национальностей и вероисповеданий.

Наша республика – это открытый регион, где делается ставка на развитие человеческого капитала, создание благоприятных условий для самореализации каждого человека.

Сегодня мы ведем большую работу по привлечению инвестиций в экономику, созданию современных производств и рабочих мест, подготовке профессиональных кадров с высокотехнологичными компетенциями.

Модернизация отраслей промышленности и сельского хозяйства, масштабное строительство жилья и дорог, внедрение инновационных технологий в общественную инфраструктуру обеспечивают динамичное социально-экономическое развитие Чувашии.

Серьезное внимание уделяется реализации социальных программ. Растут уровень социального обеспечения граждан, качество и доступность медицинских и образовательных услуг.

Успешные практики реализации республиканских проектов и программ сегодня тиражируются в субъектах России.

Целенаправленная работа в области охраны окружающей среды позволяет сохранять высокие показатели в сфере экологической безопасности, подтверждая статус региона с благоприятной экологической ситуацией. Организация физкультурно-спортивной работы на протяжении нескольких лет признается одной из лучших в стране. Более 40 процентов населения систематически занимаются физкультурой и спортом. Средняя продолжительность жизни в республике достигла 73 лет.

Неравнодушные к судьбе родной Чувашии жители республики проявляют личную инициативу, стремятся внести вклад в развитие общественной инфраструктуры.

Мы вместе трудимся и заботимся о благополучии нашей малой родины, бережно сохраняя ее традиции, богатое культурное и духовное наследие.

От всей души выражаю вам благодарность за любовь к Чувашии, вклад в ее процветание, заботу о будущем республики.

Искренне желаю крепкого здоровья, оптимизма, любви, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                                     Михаил Игнатьев

23 июня 2018
09:00

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Поделиться