Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пушара хирӗҫ кӗрешме меллӗрех пулӗ (ГТРК "Чувашия")

Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсем ҫӗнӗ техникӑпа пуянланчӗҫ. "Экологи" наци прекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑна 21 ятарлӑ машин илсе килнӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Вӑрман музейӗ умне лартса тухнӑ вӗр-ҫӗнӗ машинсем парадри пек курӑнаҫҫӗ. Водительсем те хӑйсен пулас машинисене пӗлсенех савӑнӑҫне пытараймаҫҫӗ. Уҫҫине иличченех транспортсене юратса тусанран шӑлаҫҫӗ, ларса пӑхаҫҫӗ.

Пушар сӳнтерме май паракан 17 "УАЗ" машинӑна "Вӑрмансене сыхламалли" федераци проекчӗ пулӑшнипе туяннӑ. Транспорт уҫҫисене хуҫалӑхсенче тӑрӑшакансене правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин пачӗ.
Вӑрман хуҫалӑхӗсене аталанма пулӑшакан проектпа килӗшӳллӗн 2024-мӗш ҫулччен Чӑваш Ене Федераци хыснинчен 317 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак машинсем вӑрман техникин паркне ҫӗнетес пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Пушар сӳнтерес ыйту вӑрманҫӑсен умӗнче яланах ҫивӗч. Ҫулӑма хирӗҫ кӗрешме вӗсем кӑҫал ака уйӑхӗнчех тухнӑ.

Федераци проекчӗ Ҫут ҫанталӑк министерствин вӑрман хурал служби валли те 4 "Нива" туянма пулӑшнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса Шупашкар лесничестви валли вӑрманта ӗҫлемелли 2 суха туяннӑ. Хуҫалӑхра ҫуркунне 450 ытла гектар ҫинче 101 миллион тенкӗлӗх йывӑҫ лартнӑ. Ҫак ӗҫ кӗркунне малалла тӑсӑлать.



29 июля 2019
10:09
Поделиться