Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ҫӗмӗрле районӗнче вӑрмана пушартан сыхлакансем тупӑшрӗҫ (ГТРК "Чувашия")

Кам ӑстарах, ҫивӗчрех, вӑйлӑрах? Ҫӗмӗрле районӗнче Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсенчи пушара хирӗҫ кӗрешекенсен тупӑшӑвӗ иртрӗ. Ку вӑл Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ пулчӗ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов 

Ӑмӑртӑва пурӗ 19 ҫын хутшӑнчӗ. Пухӑннисене республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Косулин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов саламларӗҫ. Ҫакнашкал конкурс 5 - мӗш хут иртрӗ. Ӑна вӑрман пушарне хирӗҫ кӗрешекенсен ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансен 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Ӗҫ стажӗ - 3 ҫултан кая мар. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗ конкурсӑн тӗп лаптӑкӗ ахальтен мар пулнӑ. Кунти вӑрман хуҫалӑхӗ чи пысӑккисенчен пӗри. Вӑл 100 пин гектар йышӑнать. Телее, иртнӗ 10 ҫулта кунта пӗр пушар та пулман.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне теорире тата практикӑра кӑтартрӗҫ. Конкурсантсен 40 ыйтӑва хуравлама тиврӗ. Унтан пушарнӑйсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ. Ҫак профессире тӑрӑшакансен хытӑ чупма, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсемпе лайӑх усӑ курма пӗлмелле.

Программӑра ҫавӑн пекех чӑрмавсемпе чупасси, турник ҫинче туртӑнасси, кӗленчесене шыв вӑйӗпе инҫетрен персе ӳкересси тата ытти те пулчӗ. Хӑнӑхтарусем ҫулран ҫул йывӑрланса пынине палӑртрӗҫ ӑмӑртакансем.

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, 3-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Егоров тата Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн ертӳҫи Дмитрий Рипанов йышӑнчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗ вара Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан Виталий Вдовин пулчӗ. Мала тухнисене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.



http://chgtrk.ru/news/23946
06 августа 2019
12:14
Поделиться