Кашлатăр вăрман, авăттăр куккук

Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацине 2024 çулччен аталантармалли стратегиллĕ задачăсем тата наци тĕллевĕсем» 204-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра «Экологи» наци проектне пурнăçлаççĕ. Унта «Вăрмансене упраса хăварасси» федераци проекчĕ те кĕрет.

Чăваш Енре «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçласа 2024 çул тĕлне каснă йывăçсен пĕтĕм лаптăкне хунавсемпе ешĕллентерсе вăрман çитĕнтерме тĕллев лартнă. Ĕç пырать ĕнтĕ. Кăçал унта 101,4 млн тенкĕ явăçтармалла. Республикăн Çут çанталăк тата экологи министерствин районсенчи вăрманлăхĕсен бюджет учрежденийĕсем хăйсем патне çитернĕ 2019 çулхи патшалăх заданийĕсемпе килĕшÿллĕн арендаторсене тара паман пушă лаптăксене симĕслентереççĕ. Çуркунне вăрмана тавăрассипе çыхăннă ĕçе 453,9 гектар çинче тунă, кĕркунне 184,8 гектар çинче пурнăçласшăн.

Пушанса юлнă лаптăксене ешĕллентермелли тапхăра ака уйăхĕн варринче пуçланă. Шăмăршă учрежденийĕн коллективĕ вăрман участокĕсенче тата арендатор патĕнче лартма хыр хунавне — 320143, чăрăшăнне 12300 çитернĕ, Шупашкар вăрманлăхне хыр хунавне 110000 тĕп ăсатнă, акан иккĕмĕш çурринче лăсăллă культурăсен вăрлăхне 0,64 гектар акнă.

Улатăр районĕнчи вăрман учрежденийĕн коллективĕ стройматериал хатĕрлекенсем пушатса хăварнă кварталсене симĕслентерме тĕрлĕ культурăн 246000 хунавĕ кирлĕ пулассине, патшалăх заданийĕпе килĕшÿллĕн лăсăллă культурăсем лартса 36,9 гектар çинче чĕртме, питомникри 0,32 гектар лаптăка тĕрлĕ йывăç вăрлăхне акма, 90 гектара çамрăк хунавсемпе çĕнетме хĕллех палăртса хунă. Çак ĕçсене ăнăçлă пурнăçланă.

Сезон пуçлансанах Йĕпреç учрежденийĕн коллективĕ тата волонтерсен ушкăнĕ акан 17-мĕшĕнче Кушлавăш питомникĕнчен икĕ çулти 515000 тĕпе кăларса вăрман участокĕсене леçнĕ. Хунавсем лартса, суйласа илнĕ йывăçсене çитĕнме май туса, кирлĕ мар культурăсене пĕтерсе ешĕллентернĕ 69,2 гектара вăрман фондне тавăрнă. 138,1 гектар çинчи культурăсене çитĕнме пулăшать. Çу уйăхĕнче учреждени питомникĕнче хыр хунавне шăтарма 0,32 гектар çинче —11,9, Европа чăрăшне çитĕнтерме 0,03 гектар çине 1,2 килограмм вăрлăх акнă.

Шупашкар вăрманлăхĕн учрежденийĕ лартса ÿстермелли материала Сосновка участокĕнче вăрлăхран шăтарса çитĕнтернĕ. Хыр хунавне çеç 95 гектар çинче хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 170 гектар çинче 742000 хунава шăтарнă. Хаклă йышши культурăсене акса 100 гектар лаптăка симĕслентернĕ. Кăçал йăлăмра вăрман фондне пурĕ симĕсленекен 390,7 гектара тавăрасшăн.

Акан 27-мĕшĕнче Атăл леш енче пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун иртнĕ. Унта республикăн Çут çанталăк тата экологи министерствинчен, Шупашкар вăрманлăхĕнчен, предприяти-организацирен, экологин общество организацийĕсенчен, вĕренÿ заведенийĕсенчен 350 яхăн çын хутшăннă. Вĕсем 6 гектар çинче хыр хунавне 41 пин тĕп лартнă.

Сĕнтĕрвăрри учрежденийĕн коллективĕ çамрăк йывăçсене çитĕнме май туса парса, хунавсем лартса вăрман фондне халăха кирлĕ культурăсемпе ешĕлленекен 6,5 гектара тавăрнă, тăпрана минерализацилесе 3,5 гектар çинчи йывăçсене çитĕнме пулăшнă. Иртнĕ çулсенче йывăç лартнă 8 гектара çăралатма хунавсем хушнă. Турханкасси участокĕн питомникĕнче хырпа чăрăша 0,17 гектар çинче шăтарма 8,6 килограмм вăрлăх акнă.

Кăçал пирĕн вăрман учрежденийĕсем тĕрлĕ культура вăрлăхне пĕтĕмпе 3670 килограмм хатĕрлеççĕ. Хунав лартнă чухне усă курма МЛУ-1М — пĕрре, ПКЛ-70 плуг иккĕ туяннă, вĕсемпе учрежденисем усă кураççĕ ĕнтĕ. Вăрмана вут-кăвартан хÿтĕлес тĕллевпе участоксенче патрульлеме, вут хыпнă вырăна çийĕнчех тухса кайма кăçалхи утă уйăхĕнче автотранспортăн 17 комплексне туянса учрежденисене валеçсе пани çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Вĕсен техника никĕсне килес çул татах çирĕплетме тĕллев лартнă.

«Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне мероприятисен планне пăхăнса графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.



Хыпар
27 августа 2019
17:16
Поделиться