Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Уява курăмлă ĕҫпе кĕтсе илеҫҫĕ

«Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне 2019-2024 çулсенче пурнăçласа республикăри вăрман фончĕн пушă лаптăкĕсене йывăçсемпе 100% ешĕллентермелле. Урăхла каласан стройматериал тума каснă, чире пула вăрман культурисем пĕтнĕ, совет тапхăрĕнче утă хатĕрленĕ вырăнсене пурне те симĕслентермелле.

«Сĕнтĕрвăрри вăрманлăхĕ» бюджет учрежденийĕн коллективĕ хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн еплерех ĕçлет-ха?

— Çуркунне, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен, хунавсене тăпрана варăнтармалли агротехнологире пăхнă тапхăрта лартрăмăр, — пĕлтерчĕ учреждени директорĕ Юрий Попов. — Вĕсене хамăр питомникрах çитĕнтертĕмĕр. Кунта вăрăран тĕрлĕ культурăсене шăтарса ÿстеретпĕр. Çамрăк йывăçсене çитĕнме май туса парса, начар пахалăхлă культурăсене хăртса, хунавсем лартса вăрман фондне кирлĕ культурăсемпе ешĕллентерсе 6,5 гектара тавăртăмăр, тăпрана минерализацилесе 3,5 гектар çинчи йывăçсене çитĕнме май турăмăр. Иртнĕ çулсенче симĕслетнĕ 8 гектара çăралатма хунавсем лартрăмăр.Турханкасси участокĕнчи питомникра хырпа чăрăша шăтарма 8,6 килограмм вăрлăх акрăмăр.

Мĕнле лаптăксене лартаççĕ-ха? Пĕр пайĕ — иртнĕ ĕмĕрте ял-йыш курăк çулса утă хатĕрленĕ вырăнсем. Вĕсенче малтан хунавсем варăнтарма плугпа чĕртерсе тухнă, кайран Колесов хĕççипе ытларах хыр хунавĕсене лартнă. Вĕсене килес çул çум курăкран тасатĕç, культурăсем çитĕнсен сайралатĕç.Çак ĕçсене пурнăçлама учрежденире вăй хуракан 27 çын хутшăннă, иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра коллектив 190 гектар çинчи паха культура шутланман 2 пин кубла метр йывăçа пĕтерессишĕн тăрăшать. Ку участоксем Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка районĕсен территорийĕсенче. Пĕтерме пăхнисен шутне патшалăх заданийĕпе килĕшÿллĕн вăл е ку квартала çитĕнтерме палăртман шĕшкĕ, ăвăс, ытти культура кĕрет. Вĕсене иртсе хыра, чăрăша, юмана хăварса ÿсме май тăваççĕ.

— Çак кĕркунне 4 гектар хунав лартмалла, — терĕ Юрий Алексеевич. — Çÿлте палăртнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах. Коллектив пысăк яваплăхпа тăрăшса ĕçлет. Ку шутра Олег Павлов тракторист, участок ертÿçи Эдуард Данилов, Евгений Маслов тата Галина Коновалова инженерсем, тата ыттисем. Вĕсенчен икĕ çамрăк вĕренеççĕ, каярахпа ăста специалистсем пулса тăрасса шанатăп.

Сĕнтĕрвăрри вăрманлăхĕнче те кăçал пушар тухман — йывăçсене сиен кÿмен. Пĕлтĕр учреждение ешĕллĕхĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе патрульлемелли автомашина комплексне тата вут-кăварпа кĕрешмелли пушар машинине шанса панă. Вĕсемпе вăрмана çулăмран хÿтĕлессишĕн тухăçлă усă кураççĕ.

Республикăри бюджет учрежденийĕсен представителĕсем Вăрман ĕçченĕн кунне уявлама кăçал Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пуçтарăнаççĕ, кунти бюджет учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе тата пĕр-пĕрин ĕçри опычĕпе паллашаççĕ.



Хыпар
13 сентября 2019
13:42
Поделиться