Ĕçлеме вăй-хал та, тĕллев те пур

Республикăра федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Йăлари хытă каяшăн комплекслă тытăмĕн çаврăнăшĕ», «Атăла сыватасси», «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса шыв», «Таса çĕршыв» тата «Сайра тĕл пулакан шыв объекчĕсене упраса хăварасси» регион проекчĕсене пурнăçа кĕртме пуçлани çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсемпе килĕшсе тăракан ĕçсене Чăваш Енре маларах та тунă.

- Сăмахран, республикăн усă куракан вăрманĕсен саппасĕсене тĕрĕс тата объективлă хак пама, йывăç-тĕм лартса çитĕнтермелли ĕçсене палăртса хума 2013 çултан пуçласа федераци укçине явăçтарма тытăнтăмăр, - терĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев. — Çав мероприятисене унччен 20 çул пурнăçламанччĕ. 2013-2014 çулсенче 305 пин гектар лаптăкра /пĕтĕм вăрман фончĕн 50 ытла проценчĕ/ вăрмана ешĕллентерес тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсене пăхса хутăмăр.

Вĕсене 2018-2019 çулсенче малалла тăснă, кăçалхи раштав уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçлас ĕçре вăрман лартса çитĕнтермелли мероприятисене палăртса хурасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене ешĕллĕхпе перекетлĕ усă курассипе, вăрмана сыхлассипе тата хÿтĕлессипе, унăн продуктивлăхĕпе çирĕплĕхне ÿстерессипе çыхăннă ĕçсем те кĕреççĕ. Ку мероприятисене 10 çултан пĕрре пурнăçлаççĕ.

Федерацин «Таса çĕршыв» проектне пурнăçласа 2020-2021 çулсенче Канашпа Етĕрне хулисенчи, Элĕкпе Елчĕк ялĕсенчи йăлари хытă каяш тăкакан вырăнсене рекультивацилеме палăртнă. Çак ĕçсене тума планланă чухне нумай çул пухăнса пынă, тавралăха сиен кÿнĕ объектсене - Шупашкар хулипе районĕнчи Илпеш ялĕнчи йăлари хытă каяш тăкмалли кивĕ лаптăксене - рекультивацилессипе Чăваш Ен пухнă паха опыта тĕпе хунă.

— Вĕсене 2014 çулта Раççей Федерацийĕн «2012-2020 çулсенче тавралăха хÿтĕлесси» патшалăх программин чи малтан пурнăçламалли «Таса çĕршыв» проектне кĕртнĕрен ĕç тума май килчĕ, - терĕ Иван Исаев министр. - Вăл Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче пурăнакан 514 пин çын пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшрĕ. Хытă каяш куписене рекультивациленĕ хыççăн 34 гектар çĕре хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ. «Управление отходами» обществăпа 2014 çулта концесси килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта асăннă хуласемпе районтан турттаракан йăлари хытă каяша вырнаçтармалли полигон, тĕп хулара каяш тиесе ямалли станци тата спутник хулара ăна уйăрмалли комплекссем тунă, çапла вара Питтукасси ялĕ патĕнчи хытă каяш тăкмалли кивĕ лаптăка хупса ешĕллентерме май килчĕ.

- Иван Васильевич, Çĕрпÿ хулин айлăмри урамĕсенчи пурăнмалли çуртсене ейÿрен тимĕр-бетон хатĕрсемпе хÿтĕлес тĕллевпе министерство строительство организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетменччĕ-и-ха?

- Çапла ăна 2013 çулта аукцион ирттерсе палăртрăмăр. Вăл 203 гектар лаптăка шыв илесрен хÿтĕлессишĕн строительство ĕçĕсем пурнăçларĕ, проект хакĕ 232 млн тенкĕпе танлашрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе, министертво унăн хушăвне пурнăçланипе строительствăн иккĕмĕш тапхăрне хута яма Росводресурссран çак укçана уйăрттарма май килчĕ. Унпа сооруженисем туса Çĕрпÿ хулин айлăмри урамĕсене çеç мар, Виçпÿрт ялне те хÿтĕлеме пултартăмăр. Ку объектсене ĕçе кĕртнĕ хыççăн çеç çĕр-çĕр çемье çуллен тенĕ пек тăкак курма пăрахрĕ.

- Иван Васильевич, эсир ертсе пынипе асăннă çулсенче чăннипех те пысăк ĕç тунă. Малашне çавнашкалах ĕçлеме вăй-хал тата тĕллев пур-и?

- Вăл та, ку та пур.

Юрий МИХАЙЛОВ



Хыпар
22 ноября 2019
09:42
Поделиться