Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«БОС» тавралăх тасалăхĕшĕн ĕҫлет

Чăваш Ен Стройминĕн Чăваш Республикин «БОС» патшалăх унитари предприятийĕ республикăн чи пысăк икĕ хулин – Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарăн – пурнăҫĕпе ĕҫĕĕлĕнчен пуҫтарăнакан таса мар шывсене тасатать. Ҫак хуласенче Чăваш Ен халăхĕн 50% ытла пурăнать, промышленноҫăн тĕп предприятийĕсем вырнаҫнă.

Тасатакан сооруженисем 133 гектар лаптăк йышăнаҫҫĕ, вĕсен проект хăвачĕ – таса мар шывсен 332 пин таран кубла метрпа танлашакан калăпăшне тасатмалăх.

Предприятин ĕҫ коллективĕнче пысăк квалификациллĕ, хăйсен ĕҫне парăннă ҫынсем тăрăшаҫҫĕ, вĕсем абонентсене каяш шывсене тасатмалли пулăшу ĕҫĕпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă тĕллевсене куллен тÿрĕ кăмăлпа пурнăҫлаҫҫĕ, ҫавна май регионăн санитари, экологи тат промышленноҫ хăрушсăрлăхне тивĕҫтереҫҫĕ. Ҫакă – вĕсен стратеги шайĕнчи тĕп тивĕҫĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен Стройминĕн Чăваш Республикин «БОС» ПУПĕ – кал-кал аталанакан, Раҫҫей Федерацийĕн тĕп наука тата проект центрĕсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлекен предприяти.

2020 ҫулта Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне тивĕҫтермелли программăпа килĕшÿллĕн сооруженисен юлашки тапхăрне – хăвачĕ таса мар 100 пин кубла метр шывсене тасатмалăх биологи сооруженийĕсен виҫҫĕмĕш черетне – хута яма палăртнă. Вĕсем 1967 ҫултанпа ĕҫлекен кивĕ сооруженисене улăштарĕҫ.

Виҫҫĕмĕш черет тасатакан ҫĕнĕ йышши сооруженисен тĕслĕхĕ пулса тăрать. Унта каяш шывсене тасатмалли чи лайăх технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ: юхан шывсемпе кÿлĕсен эвтрофикацийĕшĕн яваплă биогенлă элементсене – азотпа фосфора – тасатасси, ультрафиолет мелĕпе сиенсĕрлетесси, таса мар шывсенчен юлакан «юшкăнпа» экологи требованийĕсене тĕпе хурса ĕҫлесси. Унсăр пуҫне хальхи вăхăтра БОСăн иккĕмĕш черечĕн сооруженийĕсен реконструкцине проектлассипе ҫыхăннă ĕҫсем пыраҫҫĕ. Ҫак мероприятисен кăтартăвĕ ҫапларах пулĕ:

- Атăл юхан шывĕн бассейнĕнчи экологи лару-тăрăвĕ лайăхланни;

- тавралăха кÿрекен япăх витĕм пĕчĕкленни;

- предприяти ĕҫĕн тăнăҫлăхĕпе шанчăклăхĕ ÿсни;

- пулăшу ĕҫĕсен пахалăхĕ ÿсни тата эксплуатаци тăкакĕсене виҫеллĕ туни;

- технологи процесне туллин автоматизациленĕ тата оборудование ҫĕнетнĕ май ҫĕнĕлле хăтлă ĕҫ условийĕсем йĕркелени.

Предприяти Чăваш Республикин «Атăла сыватасси» регион проекчĕн, «Экологи» наци проекчĕн тытăмне кĕрекенскерĕн, таса мар шывсен тĕпне юлакан хутăшсен икĕ шламонакопительне рекультивацилесе Атăл юхан шывне варалас хăрушлăха чакарас тĕллевлĕ мероприятийĕсене хутшăнма заявка панă. Ҫак проект валли федераци бюджетĕнчен тата Чăваш Республикин бюджетĕнчен укҫа уйăрмалла. Укҫа уйăрасси 2020 ҫултах пуҫланма пултарать – проект документацийĕ пĕтĕмпех хатĕр, патшалăх экспертизи витĕр тухнă, проекта пурнăҫлама май пуррине Раҫҫей Ҫут ҫанталăк ресурсĕсен министерстви те ҫирĕплетнĕ. Шламонакопительсене реконструкцилени 23,3 гектар ҫĕре хуҫалăх ҫаврăнăшне тавăрма май парĕ.



"Хыпар"
29 ноября 2019
10:41
Поделиться