Аслă юхан шыва варалас мар

Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регион проектне пурнăçласа 2024 çул вĕçлениччен Чăваш Енре пысăк ĕçсем тума палăртнă.

Ку шутра - Шупашкар хулин тĕп пайĕнчи çуркунне-кĕркунне, çумăр çусан пухăнакан хура шыва тасатмалли сооруженисем, Вăрнар поселокĕнчи производствăпа йăла çурт-йĕрĕнчен шĕвек каяша юхтарса кăлармалли коллектор тата ăна тасатмалли хатĕрсен строительстви. Шупашкарта çав ĕçсене тума 242,12 млн, çав шутра кăçал 104,5 млн, тенкĕ уйăрма пăхнă.

Вĕсене пикеннĕ ĕнтĕ. Объектсем йышăнакан вырăнсене йывăç-тĕмрен тасатнă, тăпрана сирсе хăйăр сарнă, иртен-çÿрен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн карта тытнă, автотранспорта иртсе çÿреме çул тунă, ытти ыйтăва татса панă.

Федерацин «Атăла сыватасси» проектне пурнăçласа Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Етĕрнере, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрнар районĕнче 2024 çул вĕçлениччен 13 объекта ĕçе кĕртмелле тата реконструкцилемелле. Пурне те хута ярсан Атăла таса мар шыв виçĕ хут сахалрах юхтарса кăларăпăр.

«Атăла сыватасси» проект юхан шыв хĕрринчи регионсенче пуринче те пурнăçланать. Юхан шыв пахалăхне лайăхлатассишĕн мероприятисем пурнăçласа нумай млрд тенкĕ тăкаклама пăхнă.

Проекта ĕçе кĕртме Вăрнара 406,6 млн, вăл шутра кăçал 230,42 млн, тенкĕ куçараççĕ. Çак укçапа еплерех усă курнипе, уйрăммăн илсен строительствăпа чÿк уйăхĕн юлашки вунă кунлăхĕнче республикăн çут çанталăк тата экологи министрĕ Иван Исаев кăсăкланнă. Поселокра çав объекта хута ярсан кашни талăкра хура шыва 1800 кубла метр тасатĕç.

Чÿкĕн 22-мĕшĕ тĕлне подряд организацийĕ ăна юхтармалли пăрăхсене сыпăнтарса траншейăна хывнă, çĕрпе хупланă, пĕр-пĕрин хушшине тимĕр-бетон пусăсем вырнаçтарнă, ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли магистраль сечĕсене туса пĕтернĕ.

Тасату хатĕрĕсене хăпартассипе строительствăн пĕрремĕш тапхăрĕнчи çĕр ĕçне вĕçленĕ, никĕс хывнă, иккĕмĕш тапхăрăн тĕрĕслев пуссисене вырнаçтарма бетонран, трансформатор çум станцине çĕклеме плитасенчен никĕс хатĕрленĕ.

- Объектра ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ, - пĕлтерчĕ Иван Васильевич. - Вĕсене куллен 37 строителе, техникăн 15 хатĕрне явăçтараççĕ. Строительсвăна 2020 çулта пĕтерме планланă.

Раççей Президенчĕ В.В.Путин регионсенче федерацин «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса шыв», «Таса çĕршыв», «Сайра тĕл пулакан шыв объекчĕсем» проекчĕсене пурнăçа кĕртессине хирĕçлекен производствăна хута яма хăтланнине темиçе те сивлерĕ. Республикăн влаç органĕсем те унăн хушăвĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Калăпăр, ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви паянхи кун тĕлне хуçалăха тытса тăракан тата ăна ĕçлеттерекен тытăмсене çĕр айĕнчи чĕр таварпа усă курма 98 вырăн уйăрнă. Унăн саккасĕпе специалистсем шыраса тупнă чĕр таварăн 196 лаптăкĕнчен аукцион ирттерсе пурне те паман, мĕншĕн тесен вĕсем ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли зонăпа, юхан шывпа, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕпе, культура палăкĕсен е вăрманăн хăш-пĕр участокĕн хÿтĕлев хутлăхĕпе çыхăннă.

Çÿлте асннă сăлтавсене пула чылайăшне валеçмеççĕ пулин те чĕр тавар кăлараканнисенчен хыснана укçа самаях кĕрет. Сăмахран, объектсене тара парассишĕн ирттернĕ аукционсенчен 2014 çулта 56,7 млн тенкĕ куçарнă. Ун чухне министерствăна Иван Исаев ертсе пынă. Кăçал икĕ аукцион çеç йĕркеленĕ, бюджета 1,6 млн тенкĕ çеç куçарнă. Тавралăха сиенлемесĕрех малашне пирĕн гипс, трепел, хăйăр, ытти чĕр тавара кăларса сутма май пур.



"Хыпар"
06 декабря 2019
09:37
Поделиться