Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Производство каяшĕсене тирпейлес ыйтупа

Çак кунсенче районти предприятипе организаци руководителĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе район территоринче производство каяшĕсене кирлĕ пек тирпейлес ыйтупа канашлу иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

Районта тавралăха сиен кÿме, варалама пултаракан вăтам тата пĕчĕк бизнеспа ĕçлекен организацисем, предприятисем 270 ытла. Унсăр пуçне 13 пине яхăн хушма хуçалăх.

Пĕлтĕр район территоринче тăватă пин тонна производство тата ытти йăла каяшĕ пуçтарăннă. Вĕсене тирпейлĕ тăкса пыма пĕр пысăк полигон, ял тăрăхĕсенче 23 ятарлă площадка пур. Тĕпрен илсен вĕсене вырăнсенче йĕркеллĕ пăхса, тирпейлесе тăма тăрăшаççĕ.

Çулсеренех Патăрьелсем экологи хăрушсăрлăх кунĕсене хастар хутшăнса территорисене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, йывăçсемпе тĕмсем лартас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартаççĕ. Çуркуннехи уйăхлăхра, сăмахран, район территорийĕнчен 495 тонна йăла каяшне илсе тухса ятарлă вырăна тăкнă.

Районти предприятисемпе организацисем умĕнче, вĕсен çывăхĕнчи территоринче, автомашинăпа çаврăнмалли вырăнсенче тирпей-илем пултăр тесе район пуçлăхĕ 2004 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче ятарлă постановлени кăларнă. Асăннă хушăва кашни коллективра тирпейлĕ пурнăçласа пымалла.

Район прокуратури те ытти тивĕçлĕ служба ĕçченĕсемпе пĕрле биологи каяшĕсене епле тирпейлесе пынипе рейдсем йĕркелет, тивĕçлисене административлă яваплăх тыттарать. Акă, сăмахран, мĕн пур ĕçсен 1/4 пайĕ экологи тĕлĕшпе йĕркене пăснипе çыхăннăскерсем.

Районта ртуть тытăмлă, А, Б, В, Г, Д класлă хăрушлăхлă каяшсене вăхăтра тата кирлĕ пек ăсатаççĕ, вырнаçтараççĕ.

Канашлура “Рынок “Юхма” тулли мар яваплă обществăн, Патăрьел райповĕн, суту-илÿ, обществăлла аталану предприятийĕсен тата ыттисен те йăла каяшĕсене полигона утилизациленĕ чухне тухса тăракан хăш-пĕр проблемăсене сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2007
00:00
Поделиться