Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тахçанах кĕтнĕ сооружени

   Çулран-çул çеç мар, кунран-кун улшăнса пырать ял çыннин пурнăçĕ. Çăмăлах мар пулсан та шав малалла талпăнать вăл. Темиçе çул каялла район центрĕнчи обществăлла çурт-сенче пурăнакансем хваттерсенче сивĕ тесе тарăхатчĕç, çÿп-çапа тăкмалли контейнерсем тулса ларнипе кăмăлсăрланатчĕç. Халĕ ăшă пÿлĕмсенче ыр куратпăр, хытă каяшсене вăхăтра турттараççĕ, тирпей-илем çине те урăхларах пăхма пуçларăмăр.

   Çапах та куçа курăнакан çитменлĕхсене те асăрхама тиветчĕ-ха. Калăпăр, районти тĕп больница хыçĕнче таса мар шыв юхнă пирки хамăр хаçатра пĕрре мар çырнă. Е тата Мир урамĕнчи çуртсен айккипе çуллахи шăрăх кун сывлама çук шăршă сарăлнине те пытарма çуках. Малашне вара çак йĕркесĕрлĕхсем те хыçа юлĕç: район центрĕнче тахçантанпа кĕтнĕ тасатакан сооружени туса лартрĕç. Малтанлăха ĕç кал-кал каяймарĕ курăнать, юлашки уйăхсенче канмалли кунне, каç пулнине пăхмасăр вуншар рабочи тăрăшрĕ кунта. “Яльчикская” ДПМК производство кооперативĕ кĕске вăхăтрах çĕнĕ объект патне асфальтлă çул сарчĕ.

   Биологилле тасатакан сооруженин лаптăкĕ 1, 08 гектар йышăнать.Вăл куллен 700 кубла метр каяш тасатма пултарать. Малашне районти тĕп больница, физкультурăпа спорт комплексĕ, Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи каяшсем унта юхса пыраççĕ, вĕсене тасатса кăлараççĕ. Район центрĕнчи ытти коммуналлă çуртсен каяшĕсене те унтах тасатма палăртаççĕ. Çапла вара район центрĕшĕн питĕ кирлĕ объект вăл.

   Тасатакан сооружение тума федераци бюджечĕ 60 миллион тенкĕ уйăрать. Хальлĕхе 24 миллион тенкине куçарнă. Çак кунсенче ытти укçа-тенкĕ килмелле. Объект заказчикĕ – “Жилремстрой” ГУП генеральнăй директорĕ Г.Константинов, подрядчикĕ – “Спецмонтажстрой” ООО генеральнăй директорĕ А.Михайлов тасатакан сооружени хальхи йышши технологисемпе тăвакан çĕнĕ объект, кун пекки республикăра та сахаллине пĕлтереççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех туса пĕтернине, чăн та, виçĕ насус станцийĕ лартассипе ĕçлемеллисем пуррине палăртрĕç вĕсем.

   Биологилле тасатакан сооружение уçнă çĕре районăн хаклă хăнисем Николай Васильевич Федоров Президент, ЧР Патшалăх Думин депутачĕ К.Мифтахутдинов тата ыттисем хутшăнчĕç, пухăннисене район юбилейĕпе, питĕ кирлĕ объект хута кайнă ятпа та ăшшăн саламларĕç, сооруженипе паллашрĕç. Президент ялти çуртсенче “кăвак çулăм” çунма пуçлани хыçа юлнине, халĕ ял çыннисем пÿртре туалет кирли çинчен уççăн пĕлтернине палăртрĕ. Пĕр вунă çул каялла çеç-ха хресчен ун çинчен тĕлленме те пултарайман...



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться