Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кашни килте паха шыв пултăр

  «Асфальт çул сарни, çут çанталăк газĕ кĕртни, паха шывпа тивĕçтерни - яла аталантарма пулăшакан пĕлтерĕшлĕ пулăм, - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ. - Унсăр пирĕн пата нимĕнле инвестор та килмест. Çын пурнăçĕн çирĕплĕхĕ таса шывран та нумай килет. Сирĕн сывлăхăра япăх шыв текех сиен кÿреймĕ». ас
   Чăваш Республикин халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфраструктурине аталантарас тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа республикăн «Чăваш Республикин халăхне 2005-2008 çулсенче ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ.
    Çавна май район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти уçнă.
Пирĕн тĕп тĕллев - халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, шыв пыракан системăна йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесе пăхса тăрасси. Пĕтĕмĕшле каласан çыннăн пурнăç условийĕсене май пур таран çăмăллатасси. Предприяти тĕрлĕ йышши ĕçсем тума лицензи илнĕ.
    Хальхи вăхăтра районта пурĕ 200 километр шыв пăрăхĕ шутланать. Унсăр пуçне шыв колонкисем - 529, шыв башнисем - 64. Шыв пăрăхĕсене илес пулсан, вĕсен амортизаци вăхăчĕ тухнă. Пĕтĕмпех тенĕ пек çĕнĕрен тĕпрен улăштармалла. Çак ĕçсене вара малашне пирĕн предприятин пурнăçламалла. Çитес çулсенче эпир полиэтилен пăрăхĕсем хывма палăртатпăр. Вăл вара шыв пахалăхне упраса хăварма, чылай çул усă курма май парать.
    Программăна пурнăçа кĕртни халăха ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтерме, шыв объекчĕсем вараланине чакарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем туса парать.


"Урмарская районная газета"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться