Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çамрăк экологсем

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче ачасемпе çамрăксен туризмĕпе экскурсисен «Эткер» çуртĕнче экологи предмечĕпе республика шайĕнче 14-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасен тĕпчев ĕçне аталантарасси. Конференцие хутшăнакансем «Чĕрчунсен экологийĕ», «Кайăксен экологийĕ», «Ÿсентăран экологийĕ», «Тавралăх тата сывлăх» тата ытти секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.
Пирĕн районтан Александровка тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Алена Куданова, Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Гелия Садртдинова, Назия Шакирова (10 кл.) конференцие хăйсен тĕпчев ĕçĕсене тăратса ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çамрăк экологсене хатĕрленме М.Шишкина, Г.Зарипова педагогсем нумай пулăшнă. Хастар хĕрачасем мĕн тунипе çырлахса ларасшăн мар, тĕпчеве татах та анлăлатса ĕçлеме шухăшлаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — сертификатран диплом патне çитесси.


"Каçал Ен"
11 декабря 2007
00:00
Поделиться