Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Эпир - çут çанталăк ачисем»

«Çут çанталăк сыхлавçисем», «Гринпис», «Интер-эко-олигарх», «Кукша пуç» - çакнашкал командăсене пайланса ăмăртаççĕ экологи олимпиадинче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем экологи предмечĕн семестрне пĕтĕмлетсе. Олимпиадăна хатĕрленсе студентсем ятарлă командăсем йĕркелеççĕ, ытарлă сăмахсем шыраса девизсем ăсталаççĕ, стена хаçачĕсем кăлараççĕ, кроссвордсем тăваççĕ, блиц-викторина ирттереççĕ. Жюри членĕсем вара ахаль çынсем мар - вĕсем декансем, профессорсем, библиотека ĕçченĕсем, ЧР Экологи министерствин специалисчĕсем. Çĕнтерÿçĕсем вара чĕлхе çăтса ямалла кукăле е кĕнекесене, торта тивĕçеççĕ. Уяв хаваслă, интереслĕ, чунра ырă аса илÿсем хăварса иртет, çур çул вĕреннĕ предмет ăс-тăнра еплерех çирĕпленнин чи пысăк хакĕ пулса тăрать. Çак олимпиада студентсене çут çанталăкпа тачăрах çыхăнтарать, çыншăн тăван тавралăх пĕлтерĕшĕ мĕн тери вышкайсăр кирлине ăнланма май туса парать. Калас пулать: экологи предметне вĕрентекен программăра çак олимпиада çук. Ăна Г.М.Ефремова педагог хăй ирĕкĕпе вăхăтне, вăйне шеллемесĕр йĕркелет. Галина Михайловнăшăн, Мордва Республикинчи Рузаевка хулинче кун çути курнăскершĕн, Чăваш Ен, уйрăмах ял хуçалăх академийĕ, тăван кил пулса тăнă. Лара-тăра пĕлмен вĕрентекене, биологи наукисен кандидатне, биологипе экологи кафедрин доцентне, аспирантура ертÿçине «Çут çанталăк» страницин тĕпелне ĕçне кура хакласа ятарласа чĕнтĕмĕр.
 
-Галина Михайловна, сирĕнпе паллашни чылай çул, сăнатăп та - пушă вăхăт çукпа пĕрех сирĕн. Ялан студентсемпе аспирантсен хушшинче. Экологи предметне çамрăксем килĕштерччĕр, лекцисенче çырнă тема асра юлтăр тесе пĕрехмай темĕн те пĕр шутласа кăларатăр. Педагог пулмах килнĕ ĕнтĕ эсир çĕр çине.
- Ачаллах пуçламăш классен учительници пулма ĕмĕтленеттĕм, анчах шăпа урăхла хуçаланчĕ. Аннен пĕлĕшĕ сĕннипе Хусанти Бауман ячĕллĕ патшалăх ветеринари институтне вĕренме кĕтĕм. Ун чух Саранскра Хусанти института вĕренме илессипе эксперимент ирттеретчĕç. Икĕ экзамена – биологипе хими предмечĕсене - пиллĕк паллăсемпе тытрăм. Студент пулса тăтăм. Пĕлÿ тĕнчин тыткăнне лекрĕм, Бауман ячĕллĕ ятарлă стипендие тивĕçрĕм, хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн аспирантурăна вĕренме кĕме сĕнчĕç, пысăк конкурс витĕр тухса аспирант ятне илтĕм. Валентина Георгиевна Эвранова ертÿçĕпе тĕплĕн канашланă хыççăн диссертаци темине çут çанталăкра, уйрăмах чĕр чунсен тĕнчинче тĕл пулакан паразитсемпе çыхăнтартăм. Хамăн ертÿçĕ çинчен эпĕ сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултаратăп. Тĕлĕнмелле çынччĕ вăл. Маншăн анне вырăнне пулса тăчĕ, çут çанталăка шалтан курма, юратма вĕрентрĕ. Ĕç сĕтелĕ çинчи аслă тусăмăн асăнмалăх парнеленĕ сăн ÿкерчĕкĕ халĕ те вăй-хăват парса тăрать. Тутарстан çĕрĕ тăрăх юхакан мĕн пур шывра, çав шутра Мăн Атăлпа Шур Атăлта та, пурăнакан пулăсене тытса тĕпчеттĕмĕр. Уйрăмах маншăн лигулезпа чирлекен пулăсем пĕлтерĕшлĕччĕ. Шыв çийĕн ишсе çÿрекен пулăсене тытаттăмăр, ăш-чикĕнче аталаннă лента евĕрлĕ паразита касса кăларса тĕпчеттĕмĕр.
- Çак чир çинчен тĕплĕнрех каласа памăр-ши?
- Кăмăлпах. Темшĕн халăхра шыв çийĕн ишсе çÿрекен мĕн пур пулла силитерлă теççĕ. Кунта кăштах уйрăмлăх пур. Пулла лигулезпа чирлеттерекенни лигула интестинализ. Вăл карпсен çемйине кĕрекен пулăсенче - çупахра /лещ/, хĕрлĕ куçра е тепĕр майлă чапакара /плотва/, густерара тĕл пулать. Пулăсен пыршăлăхĕнче 2-3 çул таран аталанать, 20 сантиметртан пуçласа 70 сантиметра, хăш чух 1 метра та çитме пултарать. Вĕсен çăмартисем шыв тăрăхĕнче пурăнакан кайăксен хырăмлăхĕнче çитĕнеççĕ, кайран тĕрлĕ майпа шыва лекеççĕ, вĕсене дафнисем çиеççĕ, пулăсем вара дафнисемпе те тăранса пурăнаççĕ. Лигулез хăрушă чир мар, çынна ермест. Ку чирпе чирленĕ пулăсене çиме юрать, анчах вĕсен пахалăхĕ сывă пулăсемпе танлаштарсан самаях пĕчĕк. Силитерпа чирлеттерекенни урăххи - дифиллоботриоз. Вăл вара çăрттан хырăмлăхĕнче пурăнма юратать. Силитер - çыншăн хăрушă чир. Çыннăн пыршăлăхне çурса яма пултарать, пуçа тата вар-хырăма ыраттарать, ывăнтарать. Кун пек чух чирлĕ çынна тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Диссертаци çырнă вăхăтра мĕнле кăна литература вуламарăм-ши? Çут çанталăкра пурăнакан паразитсем çыншăн, паллах, сиенлĕ, анчах та вĕсен те çак тĕнчере пурăнма ирĕк пур. Вĕсем çак пысăк та вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчен пĕр пайĕ.
- Килĕшетĕп сирĕнпе. Этем çак çĕр çынче хăйне тĕнче кăвапи пекех тытать, юнашар пурăнакан чĕр чунсен тĕнчине пĕр шелсĕр тĕп тăвать. Эсир вара студентсене çут çанталăкпа паллаштаратăр çеç мар, ăна упрама та вĕрентетĕр. Экологи предметне вĕрентекен шухăшĕпе - мĕн вăл экологи?
- Экологи - мĕн пур наукăна пĕр кăшăла çыхаканни. Паразитологие пулах эколог пулса тăтăм тесен те йăнăш пулмĕ. Паразитсене тĕпченĕ чух çынсемпе чĕрĕ организмсем мĕн тери çывăх та тачă çыхăннине ăнланса илтĕм. Халĕ вара 1-2 курссенче куçăмлă тата куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илекен пулас агрономсене, технологсемпе зоотехниксене, ветеринарсене, экономистсене çак хăйне евĕрлĕ тĕнчен вăрттăнлăхĕсене уçса паратăп. Пулас профессионалсен çĕре, выльăх-чĕрлĕхе чирлеттерекен паразитсене лайăх пĕлмелле, вĕсенчен сыхланма та вĕренмелле. Сăмахран, аскаридоз текен чир мĕн пур чĕр чуна ерме пултарать. Уйрăмах унăн хурчĕсем хăрушă. Вĕсем чĕрене, пĕвере, ÿпкене кĕрсе тĕрлĕ чире вăйлатса çынна вĕлерме те пултараççĕ. Çак чир йытăсемпе кушаксенчен ерме пултарать. Кил-хуçалăхра çак чĕр чунсем пулсан асăрханмалла, апат çиес умĕн алăсене çумалла, улма-çырлана çумасăр çиме юрамасть. Районсенчи ветеринарсем планпа килĕшÿллĕн хуçалăхсенчи выльăха чирлесрен укол тусах тăраççĕ.
- Экологи предметне вĕрентнĕ чух студентсене мĕнлерех информаци паратăр?
- Пулас специалистсене чи малтан биосфера мĕнне тĕплĕн ăнлантаратăп. Мĕн вăл экологи енчен хăрушсăр продукци, çут çанталăка варалакан тĕп çăл куçсем хăшĕсем, Раççейри тата Чăваш Енри экологи лару-тăрăвĕ еплерех, мĕн вăл агроэкологи мониторингĕ, экологи лицензийĕ, аудит, страховани? Çавăн пекех био тĕрлĕлĕхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе те тĕплĕн паллаштаратăп. Асăрхаттарса хăварам: кашни студентăн çеç мар, кашни хăйне хисеплекен çыннăн экологи мĕн иккенне кăштах та пулсан ăнкармалла. Этемĕн çак тĕнчепе шайлашу тупмалла. Çут çанталăк пуласлăхĕ унăн çирĕп те вăйлă аллинче иккенне чĕрепе ăнланса илмелле. Мĕншĕн тесен çак çĕр çинче хуçаланакан этем ыррине çеç мар, усаллине те чылай тăвать.
- Çÿлерех асăннă информацие эсир студентсене лекцисенче паратăр. Практика занятийĕсенче çакна еплерех çирĕплететĕр?
- Кашни темăпа тестсем йĕркелетпĕр. Пахчара ÿсекен çимĕç пахалăхне нитраттестерпа усă курса опытсем ирттеретпĕр. Çакă студентсемшĕн уйрăмах интереслĕ. Кил-хуçалăхра туса илекен апат-çимĕçре нитратсен калăпăшĕ мĕнлерех иккенне тĕрĕслес тĕллевпе ашшĕ-амăшĕ çитĕнтернĕ çĕр улмине, кишĕре, чĕкĕнтĕре ялти тата хулари пахчасенчен илсе килеççĕ. Шупашкарти атмосферăри сывлăш тасалăхне йывăç çинче ÿсекен мăк курăксен калăпăшĕ тăрăх тĕпчетпĕр. Урама тухса автотранспорт йĕри-тавралăха мĕнлерех хими япалисемпе вараланин пĕтĕмлетĕвне тăватпăр, çавăн пекех май пур таран каяш шывсене тасатакан сооруженисене экскурсисем йĕркелетпĕр.
- «Эпир - çут çанталăк ачисем» теме вĕрентекен педагогăн студенчĕсем хăйсен девизĕсенче «Эпир - таса çĕршĕн, эпир - таса сывлăшшăн, эпир – таса шывшăн, эпир - таса пуласлăхшăн» тесе çыраççĕ пулсан, эсир, Галина Михайловна, тарасапа виçейми пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр. Мĕн сунас килет сирĕн «Хыпар» хаçата вулакансене?
- Çут çанталăка юратăр, вара вăл та сире хирĕçле çак таса та илемлĕ туйăмпах тавăрĕ.


"Хыпар"
11 декабря 2007
00:00
Поделиться