Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ăслăлăхпа практика конференцийĕн çĕнтерÿçисем

Республикăри ачасемпе çамрăксен туризмĕн “Эткер” патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕнче экологи енĕпе XIV ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Унта пирĕн районти “Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ” муниципаллă учрежденийĕн Чатукасси вăтам шкулĕнче иртекен “Шкул лесничестви” вĕрентÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем (хушма вĕрентÿ педагогĕ, биологипе хими учителĕ В. П. Иванова) хутшăнчĕç. “Лесоведение. Лесоводство” секцире “Чăваш Ен юманлăхĕсем мĕншĕн чирлеççĕ?” ĕçпе Чатукасси шкулĕн 11-мĕш класĕнчи Анжела Лукинапа Геннадий Петров пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. “Опытники сельского хозяйства” секцире те “Çĕр хуçи пул!” ĕçпе 9-мĕш класс вĕренекенĕсем Андрей Сорокинпа Дмитрий Мечев пĕрремĕшсем пулчĕç. Пурне те, çав шутрах Венера Петровнана та, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çакă та кăмăллă: вĕсен ĕçĕсене Раççей шайĕнчи конференцине хутшăнмашкăн тăратма сĕнчĕç. Ăнăçусем сунатпăр!


"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
17 декабря 2007
00:00
Поделиться