Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Касас марччĕ чăрăша

ÇУРКУННЕПЕ çулла çын аллинчен инкек тÿсекен йывăçсенчен пĕри хурăн пулнине пурте пĕлетпĕр-ха: сĕткенне те юхтараççĕ унăнне, милĕк хуçса та самаях амантса хăвараççĕ.
Çĕнĕ çул умĕн вара тепĕр йывăçа, вăрман илемне – ешĕл чăрăша – инкек кĕтет. Çак тапхăрта тин çеç вăй илме пуçланă, темиçе çултан пăхсан çĕлĕк ÿкмелле ÿсес çĕршер çамрăк чăрăш сая каять вĕт. Шутласан, чун-чĕре ыратать: ытла та шел-çке...
Паллах, уявра пурин те савăнас, Çĕнĕ çулта капăр ăлка йĕри-тавра юрласа-ташлас килет. Тĕрлĕ теттесемпе, гирляндăсемпе илемлетнĕ вăрман пики кама ан илĕрттĕр; Анчах çак илем темиçе куна çеç пырать – уяв хыççăнах мĕскĕн йывăçсене унта-кунта кăларса пăрахатпăр.
«Вăрман тăрри тикĕс пуласси» хамăртанах килет. Эппин, уншăн эпир пурте яваплă. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне илес пулсан, вăл федераллă сыхлав объекчĕ шутланать: кунти кашни йывăç-тĕм пуласлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, пирĕн вĕсене килес ăрусемшĕн сыхласа хăвармалла. Ку – пирĕн тивĕç.
Çĕнĕ çула чăрăшсăр та, искусствăлла елкăпа та чиперех ирттерсе яма пулать – вĕсем чĕрĕ йывăçсенчен пĕрре те кая мар.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче чăрăшсене саккунсăр майпа каснăшăн административлă майпа айăплаççĕ, штраф тÿлеттереççĕ, кунсăр пуçне йывăç хакне шыраса илеççĕ. Ăнланмалларах каласан, пĕр чăрăш, штрафпа тата унăн хакĕпе пĕрле 3700 тенке ларать. Эппин, шута илесчĕ çакна. Касас марччĕ вăрман илемне, кашни чăрăшах упраса хăварасчĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2007
00:00
Поделиться