Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Таса çут çанталăк – сывлăх çăл куçĕ

Тăван тавралăха сыхлас, производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшпе районта тĕллевлĕ ĕçсем сахал мар туса ирттеретпĕр. Анчах, лару-тăрăва пĕтĕмĕшле хак парас пулсан, çитменлĕхсем те сахал мар. Производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшĕпе палăртнă мероприятисене кирлĕ шайра пурнăçласа пыманни çынсен сывлăхĕ çине япăх енчен витĕм кÿме пултарать.
2006 çулта тĕрлĕ ăпăр-тапăра, усă курнă каяшсене вырнаçтарассипе йывăрлăхсем нумай пулнине пытарма кирлĕ мар. Кирлĕ мара вăхăтлăх упрассинче ял тăрăхĕсен территорийĕсенче йĕрке ыйтнине пăхăнманнине сахал мар тупса палăртнă. Елчĕкри ятарлă свалкăна çитме çул çукки, усă курнă каяшсене турттарма транспорт хатĕрĕсем çителĕксĕрри, свалка территорине ятарласа карта тытса уйăрманни иртнĕ çулсенче кулленхи ĕç-хĕле йĕркелесе пыма чылай чăрмав кÿнĕ. Предприятисемпе организацисем, учрежденисем, уйрăм тата коммуналлă çуртсенче пурăнакансем усă курнă ăпăр-тапăра вăхăтлăх контейнерсене пуçтарнă. Анчах транспорт тивĕçменнипе, çул-йĕр япăххипе ăна çийĕнчех турттарса кайма май килменнин тĕслĕхĕсем сахал мар пулнă. Урам тăрăх сапаланнă таса мара пула тăван тавралăха сиен кÿнĕ. Ял тăрăхĕсенче усă курнă каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсем те пулман.
Ялсене санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртес тĕллевпе çулталăк пуçламăшĕнчех усă курнă хытă каяшсене вырнаçтарассин тĕлĕшĕпе нормативлă право акчĕсене çирĕплетнĕ. “Тăван тавралăха сыхласси çинчен” федераци Саккунĕн 16-мĕш статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн, çут çанталăкпа усă куракансем тăван тавралăха вараланăшăн тÿлессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынă. Районти Депутатсен пухăвĕнче “Елчĕк районĕнче 2008-2010 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси” тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ.
Экологи тĕлĕшĕнчи тата гигиена требованийĕсене пурнăçласа çак вăхăтчен чылай ĕç туса ирттернĕ. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Елчĕкри свалкăна çитме 2 çухрăма яхăн асфальтлă çул хывнă. Кăçал свалка таврашне карта тытса уйăрнă. Хальхи вăхăтра уйрăм тата коммуналлă çуртсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен тавра-шĕнче çÿп-çап, кирлĕ мар ăпăр-тапăр сапаланса выртнине кураймăн. Елчĕкри ММПП ЖКХан çирĕп графикпа çула тухакан автомашини усă курнă каяшсене свалкăна леçет. Ял тăрăхĕсенче пуринче те çÿп-çапа, усă курнă каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсем уйăрнă.
Кăçал çулсем хĕррисене, çырма-çатрасен таврашĕсене йывăç-тĕм лартассипе те лайăхрах ĕçлерĕмĕр. Пурĕ 82 пин йывăç лартса хăварнă.
Ял тăрăхĕсенче çирĕплетнĕ ялан ĕçлекен комиссисем хăйсен кулленхи ĕçĕнче тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕсене тĕп вырăна хураççĕ, çут çанталăк сыхлавĕн законодательствине мĕнле пăхăнса ĕçленине тишкереççĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче ялан ĕçлекен комиссисен канашлăвĕсене вырăна тухса ирттереççĕ.
Тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшĕпе 2008 çулта палăртнă тĕллевсем те пысăк. Елчĕкри “Кирпич” ООО çывăхĕнче вырнаçнă свалкăри каяшсене утилизацилемелле – ĕçе ямалла.


"Елчĕк Ен"
27 декабря 2007
00:00
Поделиться