Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ÇИВĔЧ ЫЙТУСЕМ ТАВРА

ЧĂВАШ Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Дринев массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май Чăваш Еншĕн, çавăн пекех кяршĕллĕ республикăсемпе облаçсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатнă: Атăл тинĕсĕн шыв шайне хăпартмалла-и е çук-и?
Министр палăртнă тăрăх, Чăваш Ен Атăл тинĕсĕн шыв шайне 68 метра çитересшĕн. Чылай çул хушши шыв шайне 63 метр çяллĕшĕнче çеç тытса тăнине пула хирĕçле пулăмсем тухса тăраççĕ, ăшăхрах вырăнта шыв пахалăхĕ чакса пырать. Тепĕр сăлтав - шыв сахал пулнипе Атăлпа Кама каскачĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе тăма ансат мар. Аçтăрхан тата Волгоград облаçĕсене çуркунне шыв илес хăрушлăх пысăк. Маларах асăннă сăлтавсене пула Шупашкар ГЭСĕ çулталăкне проектпа пăхнинчен 1, 43 миллиард киловатт-сехет сахалрах энерги парать.
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара пĕрлештерме тĕллев тытнă май халĕ икĕ хула хушшинче пухăнакан çяп-çап вырăнне ăçта куçарасси пирки те çивĕч ыйту тухса тăнине палăртрĕ Сергей Дринев. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин представителĕсем ĕçлĕ çул çяревпе Швейцарире пулнă, унти çяп-çап çунтаракан темиçе завода çитсе курнă. Швейцарире çяп-çапа çĕр айне чавса хумаççĕ иккен, ăна çунтарса энерги илеççĕ. Специалистсем каласа панă тăрăх, çяп-çапран та вутран илнĕ чухлех энерги пухма пулать-мĕн. Çакнашкал заводсем халăх пурăнакан вырăнсенчех е çывăхĕнче вырнаçнă, ТЭЦ тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ, çĕршыва кирлĕ пĕтĕм электроэнергин 6 процентне параççĕ. Çак заводсене муниципалитет тытăмĕсем тытса тăраççĕ. Шăпах вĕсен çяп-çапне çунтараççĕ те предприятисенче.
Чăваш Ен - халăх йышлă пурăнакан вырăн. Тата унăн лаптăкĕсенче чылай çырма-çатра вырнаçнă. Çавăнпа та çяп-çап пухмалли çĕнĕ вырăна суйласа илме те кăткăс. Палăртсан та хăш ялăн хăйĕн çывăхĕнче ăна курас килтĕр? “Çяп-çап çунтарас енĕпе предприяти тăвас ĕçре Швейцари опычĕ пирĕншĕн меллĕ пулмалла”, - терĕ министр.
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара пĕрлештерес ыйтăва тахçанах сятсе явма тытăннă ĕнтĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе республика чăннипех те пысăк утăм турĕ. Вĕсен хушшинче “Çĕнĕ хула” тăвассине пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Проектпа кунта 1, 4 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Хăвăрт пулакан сахал хутлă çуртсем лартма тытăннă ĕнтĕ. Палăртнă тăрăх, кунта 40.500 çын пурăнмалла.
2008 çулхи кăрлачра муниципалитет тытăмĕсен чикки çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ май “Çĕнĕ хула” вырнаçакан 221 гектар çĕр Шупашкар хула администрацине кĕчĕ. Çавна май Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар пĕрлехи чикĕсем пулса кайрĕç. Эппин, ку тăрăхри çяп-çап пухмалли вырăна урăх çĕре куçарасси паянхи кун чăннипех те чи çивĕч ыйту. Ăна пурнăçлама вара Швейцари опычĕпе çĕнĕ предприяти лартни пулăшĕ.


"Хыпар"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться