Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пулă тытма путевка кирлĕ

Пирĕн тавралăх вăрмансемпе тата шыв-шурсемпе пуян. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра вăрманта уçăлса çÿрекенсене тата пулă тытакансене курма пулать. Анчах та пулăçăсен пулă тытма кайиччен ку енĕпе çĕнĕ правилăсене пĕлмелле. Çакăн çинчен 2008 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлешĕвĕн правленийĕ хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, республика территорийĕнче пулă тытма юратакансем валли путевкăсем ĕçе кĕртме йышăннă.
Çавăн пекех унта Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлешĕвĕн членĕсем валли путевкăсен хакĕсем çинчен те асăннă. Çулталăклăх путевка 50 тенкĕ тăрать, талăклăх – 10 тенкĕ. Чăваш Енри тата Раççейри асăннă пĕрлешĕвĕн членĕсем пулманнисемшĕн вара çулталăклăх путевка 400 тенкĕ тăрать, талăклăх – 50 тенкĕ. Унсăр пуçне хушура путевкăсем член билечĕ тата çын кам пулнине çирĕплетекен документ пулсан çеç юрăхлă шутланаççĕ. Çакна та манмалла мар: çухатсан путевкăна çĕнетмеççĕ. Календарлă çулталăк вĕçленсен путевкăна панă организацие каялла тавăрса памалла. Калас пулать, çÿлерех асăннă хушупа килĕшÿллĕн, Чăваш Енри тата Раççейри сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлешĕвĕсен хисеплĕ членĕсене, I тата II ушкăн инваличĕсене, вăрçă участникĕсене тата вĕсемпе танлаштарнисене (документсене кăтартсан), Чăваш Енри асăннă пĕрлешĕвĕн штатри ĕçченĕсене тата правлени членĕсене, çула çитменнисене путевкăна тÿлевсĕрех параççĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи шыв-шурсене сунарçăсемпе пулăçăсен обществине панă. Вĕсен шутне кÿлĕсем, Сăр юхан шывĕ, уйри пĕвесем кĕреççĕ. Çак ĕçе йĕркелеме килĕшÿ тунă.
Малашне пур пулăçăсен те путевка илмелле. Кÿлĕсенчи кимĕ хуçисен те çак документ пулмалла, унсăрăн кимĕсемпе усă курма ирĕк çук. 18 çул тултарман çамрăксен те путевкăсăр пулă тытма юрамасть.
Путевкăсемпе сунарçăсемпе пулăçăсен районти обществин председателĕ тивĕçтерет. Çав путевкăпа пирĕн районта тата республикăри ытти районсенче те пулă тытма ирĕк пур.
Юлташсем, пулă тытнă чухне тивĕçлĕ кану пултăр тесен пурин те путевкăллă пулмалла.
 


"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
22 марта 2008
00:00
Поделиться