Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Мучарпа Йăнтăрчă ял тăрăхĕсенче пуçăнасшăн

Маларахри çулсенче ĕçмелли шыв хуçалăхне колхозсемпе совхозсем хăйсен шутĕнчен тытса тăнă. Анчах юлашки вăхăтра чылай хуçалăх юхăнса арканчĕ, çавăнпа та шыв хуçалăхне тытса тăрайми пулчĕ. Унсăр пуçне тахçанах хывнă пăрăхсен системи чылай çĕрте юрăхсăра тухнă.
Çавах та ЧР Президенчĕн халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес программи çак ĕç лайăхланасса шантарать. Акă икĕ çул каялла унпа килĕшÿллĕн Тăрмăшпа Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсенче çĕнĕрен шыв пăрăхĕсем хурса тухрĕç: Тăрмăшра – 10 километра яхăн, Çĕнĕ Пуянкассинче – 6 км. Иртнĕ çул Кивĕ Пуянкассинче те 1 км пăрăх вырнаçтарса хупланă. Кăçал çак ĕçе малалла тăсасшăн.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пурне те çынсене артезиан çăлĕн шывĕпе тивĕçтерес тĕллевпе проектсем тутарма задани панă. Анчах укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула "проектсем тутарасси, скважинăшăн лицензи илесси пысăк тăкакпа çыхăннă" ку ĕç вăраххăн малалла куçать. Проектне тутарсан, ăна ЧР строительство министерствин экспертизи витĕр кăлармалла, республика Программине кĕмелле. Хальхи вăхăтра Мучар, Йăнтăрчă ял администрацийĕсем, Тенеялĕпе проектсем хатĕр. Программăна кĕрсен, паха шывпа тивĕçтерес ĕçе асăннă ял тăрăхĕсенче кăçалах пуçăнĕç.
–Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси, яла çутçанталăк газĕпе, хытă сийлĕ çулпа тивĕçтернĕ пекех, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Йывăр пулсан та шыв программипе ĕçлеме тăрăшать район, – тет райадминистрацин строительство, çул-йĕр тăвас ĕç, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Т.Дьяконова.


"Ял ĕçченĕ"
25 марта 2008
00:00
Поделиться