Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ФОРУМ ÇĔНТЕРŸÇИСЕМ

Пĕтĕм тĕнчери ачасене экологи енĕпе çывăхлатас, çут çанталăка сыхлассипе пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарас тĕллевпе мартăн 10-20-мĕшĕсенче ачасен Пĕтĕм тĕнчери «Симĕс планета –2008” экологилле форумăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса пурĕ 73 ĕç тăратнă. Тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç. “Вăрман пурнăçĕ тата çынсен шăпи” литература конкурсĕнче А.Максимова (Тени шкулĕ) мала тухрĕ.
“Симĕс планетăна ачасем мĕнре кураççĕ” ÿкерчĕксен конкурсĕнче Т.Фомина (Карачура шкулĕ) уйрăмах палăрчĕ. Симĕс планета епле курăннине ачасем хăйсен сăн ÿкерчĕкĕсенче те кăтартрĕç. Ку енĕпе А.Белецкая (Мăн Ямаш шкулĕ) çĕнтерÿçĕ пулчĕ. “Ку чухнехи пурнăç тата йăла-йĕрке” конкурс коллекцийĕсенче хальхи сĕмпе, халăх йăли-йĕркипе килĕшсе тăракан экологи тĕлĕшĕнчен таса материалсенчен хатĕрленĕ çи-пуç моделĕсене кăтартассипе Элĕкри вăтам шкулти 1-мĕш класс коллективне çитекенни пулмарĕ. «Çут çанталăк. Культура. Экологи” фольклорпа театр коллективĕсен конкурсĕнче “Сатлай” йыш (Мăн Вылă шкулĕ) пултаруллăрах пулни курăнчĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2008
00:00
Поделиться