Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçне ларт, сыхлама ан ман!

      Çут çанталăкăн кашни тапхăрĕ хăйне евĕр вăхăтра пурнăçламалли ĕçпе палăрса тăрать. Районта çулсеренех çак тапхăрта вырăнсенче тĕрлĕрен йывăç-хунав лартассипе хастар ĕçлеççĕ. Иртнĕ эрнекун, акă, Турханта Йывăç кунне йĕркеленĕ. Çак майпа вĕсем ятарласа Йошкар-Олари патшалăх техника университетĕнчи ботаника садĕнчен пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан 20 тĕрлĕ йывăçăн хунавне кÿрсе килнĕ. Субботникра ял стадионĕнче тин çеç çут тĕнчене килнĕ пепкесен ячĕпе аллея уçнă, А.Кокель ÿнерçĕ ячĕпе лартнă йывăç тăрăхĕсене çĕнетнĕ.
      “Единая Россия” партин пуçламăш организацийĕ йĕркеленĕ хастар ĕçе организаци-предприяти ертÿ-çисем, ял тăрăх депутачĕсем, тинтерех çуралнă ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.
 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 апреля 2008
00:00
Поделиться