Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Таса шыв ыйтăвĕпе канашлу

Нумаях пулмасть райадминистрацин пĕчĕк залĕнче Патăрьел ялне “Таса шывпа тивĕçтерес тата шыв кĕртес” ыйтупа канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР строительство министерствин, заказчик-застройщиксен, проект институчĕн представителĕсем, район администрацийĕн, Патăрьел ял тăрăхĕн тата подряд организацийĕн специалисчĕсем хутшăннă. Район пуçлăхĕ Николай Иванович Глухов объектсенче ĕçсем пĕчĕк хăвăртлăхпа пынине палăртнă.
“Патăрьел ялне шывпа тивĕçтересси” объ-ектра ку вăхăтра ĕç вĕресе тăмалла пулсан, йăшăлтатма çеç пуçланă-ха. Объекта 2008 çулхи иккĕмĕш кварталта хута ямалла. “Талăкра 600 кубометр шыв тасатмалли сооружени” объект тăрăх тунă ĕçсен калăпăшĕ 20 миллион тенкĕрен ытларах çеç. Подряд организацийĕн айăпне пула пĕр-ремĕш кварталта ĕçе кĕртме пăхнă укçа-тенке усă курса пĕтереймен. Район пуçлăхĕ Николай Иванович Глухов çитменлĕхсене кĕске хушăрах пĕтерме, таса шывпа ти-вĕçтерес ĕçе хăвăртлатма хушнă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 апреля 2008
00:00
Поделиться