Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Аслисемшĕн тĕслĕх

Вăтаел ачисем аслисем пулăшмасăрах икĕ ял хушшине тирпей-илем кĕртме шутларĕç. Ырă ĕçе Туçасем те хутшăнма хапăл турĕç. Уроксем хыççăн 2-10-мĕш классенче вĕренекен 35 ача ĕçе пикенчĕç. Аякран куçа йăмăхтаракан çÿп-çап самантран куçран тасалчĕ. Çакă мар-и чăвашсен ÿркенменлĕхĕ, чун тасалăхĕ, тирпейлĕхĕ, тăван тавралăха юратни.

Иртен-çÿрен ачасен пуçарăвне ырларĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 мая 2008
00:00
Поделиться