Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çынсен сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ

Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Единая Россия» партин информаци центрĕнче «Таса шыв» проектпа канашлу иртнĕ. Чăваш енрен унта ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕпе экологи енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕ Владимир Тимофеев хутшăннă. Вăл – «Таса шыв» парти проектне хамăр республикăра йĕркелесе пыраканĕ.
 
Канашлăва «Единая Россия» партин Аслă канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин председателĕ Б. Грызлов ертсе пынă, проекта пурнăçа кĕртни çынсен пурнăç тăршшĕне 2020-мĕш çул тĕлне 60 çултан 75-е çитерессишĕн пĕлтерĕшлине палăртнă.
«Таса шыв» проект тÿрех темиçе енпе пурнăçланать: кунтах экологи те, шыв пăрăхĕсен пахалăхĕ те, нумай хваттерлĕ çуртсене пĕрлĕхлĕ фильтрсемпе тивĕçтересси те, шыв илмелли çĕнĕ вырăнсене шырасси те, лавккасенче пахалăхсăр шыв сутнă тĕслĕхсене тупса палăртасси те кĕрет. Шыва кирлĕ шая тасатса çитерме май паракан çĕнĕ технологисемпе усă курасси те пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа, вăл тасалать кăна мар, тĕрлĕ микроэлементсемпе те пуянланать.
Проекта пурнăçа кĕртекен ĕç ушкăнĕн паянхи пĕрремĕшле тĕллевĕ – Чăваш енре ĕçмелли шыв тĕлĕшпе мĕнле лару-тăру пулнине тĕплĕн тишкересси. Малтанах регион тата федераци шайĕнче ку ыйтăва епле татса панине тĕпчемелле, каярахпа чи лайăх кăтартусем тума май паракан сĕнÿсене тăратмалла. Халĕ шыва хлорсăрах сиенсĕрлетмелли мелсем пурри çинчен те асăнса хăварнă канашлура. Унччен усă курнă, сывлăхшăн сиенлĕ меслетсенчен, паллах, тахçанах хăтăлмалла.
Республикăра «Чăваш Республикинче пурăнакансене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа ĕçлет.
Çынсен сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлине кура, Борис Грызлов «Таса шыв» парти проектне патшалăх программин статусне пама сĕнÿпе Раççей Правительствин председателĕ Владимир Путин патне тухнă.
 


"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться