Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем

Чăваш Республикинче чылай çул ĕнтĕ чи тирпейлĕ те хăтлă ялсене палăртмалли конкурс иртет. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа чылай уйăраççĕ.
ЧР Президенчĕ Н.Федоров çапла палăртрĕ: «Пĕрле вăй хурса эпир Чăваш Енри тата çĕр-шыври экологи лару-тăрăвне малашне те лайăхлатса пырассине витĕм кÿме пултарасса чунтан шанатăп».
Тикаш ял тăрăхĕнче те ку енĕпе чылай ĕçсем туса ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра ялсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх пырать. Çак ĕçе лайăхрах йĕркелес тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнче комисси йĕркеленĕ. Вăл санитарипе экологи мероприятийĕсене ирттерессине йĕркелет. Комисси статусне ÿстерме унта депутатсене, ял тăрăхĕн администрацийĕн тата медицина учрежденийĕсен ĕçченĕсене кĕртнĕ.
Иртнĕ кунсенче комисси членĕсем Тикаш ялĕнче тирпей-илем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тухрĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ: чылай çын яла тирпейлĕ тытассине хăйсен тивĕçĕ тесе шутлать. Кил таврашĕнчи çÿп-çапа трактор прицепĕ çине тиесе ятарласа тунă вырăна кайса тăкрĕç. Урамсенче купаланса выртакан вут-шанкăпа ытти строительство материалĕсене йĕркене кĕртрĕç. Хăш-пĕр граждансен вара, тĕрлĕ сăлтавсене пула, хăйсен килĕсен умĕнче выртакан вут-шанкăна çынсене е транспорта иртсе çÿреме кансĕрлемелле мар вырăна куçарманшăн аренда тÿлеме лекрĕ. 1 тăваткал метр çĕр лаптăкĕшĕн 10 тенкĕ. Çапла вара, комисси тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр кун хушшинче граждансем хăйсен ирĕкĕпе арендăшăн 10 пин тенке яхăн укçа тÿлерĕç. Ку укçапа çав урамсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕртех усă куратпăр.
Çывăх вăхăтрах комисси членĕсем Хĕрлĕçыр тата Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенчи урамсене тĕрĕслесе кирлĕ мерăсем йышăнĕç.


28 мая 2008
00:00
Поделиться