Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ÇУТ ÇАНТАЛĂК ТУСĔСЕН ФЕСТИВАЛĔ

ВУЛАКАНСЕМ, ахăртнех, пĕлеççĕ пулĕ: кăçал «Чăваш вăрманĕ» наци паркне йĕркеленĕренпе шăпах 15 çул çитет.
Çак хушăра вăл тăван тавралăха, çут çанталăкпа унăн пуянлăхĕсене килес ăрусемшĕн сыхласа хăварас тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç турĕ, çак пархатарлă та чыслă ĕçе çĕршер те çĕршер çынна явăçтарчĕ. Ырă пулăмсем вара – куç умĕнчех. Сăмах май, кунта çулленхи «Парксен маршĕ» те ăнăçлă иртет. Тĕрлĕ шкулсенче çут çанталăк темипе уçă уроксем, лекцисем, выставкăсем, викторина-конкурссем ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци паркĕн ĕçченĕсем мероприятисен ытларах пайне библиотека, ачасемпе çамрăксен художество шкулĕпе тăчă çыхăнса йĕркеленине те ырламалла çеç. Анчахрах кăна çамрăк художниксен пысăк выставки питĕ ăнăçлă иртрĕ – вуншар çамрăк сăрă ăсти çут çанталăк илемне хăйне майлă асра юлмалла сăнарласа пама мехел çитернĕ. Апла пулсан, шăмăршăсенчен пулас Шишкинсем, Айвазовскийсем, Левитансем тухасси пĕрре те иккĕлентермест.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн юбилейĕ умĕнхи черетлĕ (кун пеккисем халиччен темиçе те пулчĕç) мероприятийĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртрĕ. Мĕнре-ха унăн тĕллевĕ; Кун пирки эпир маларах та асăннăччĕ. Хальхинче те ачасен «Çут çанталăкăн виçесĕр пуянлăхне сыхласа хăварар» пултарулăх конкурсне çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Унта ачасем кашни шкултанах тенĕ пекех пулчĕç. Пухăннисене чи малтанах парк директорĕ Ю.Татарских ăшшăн саламларĕ, «Чăваш вăрманĕн» историйĕпе кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Халĕ компьютер ĕмĕрĕнче пурăнатпăр та, унăн сăмахне мультимеди материалĕсем витĕмлĕн çирĕплетсе, ĕнентерсе пычĕç. Видеослайдсем – пурте кунта ÿкернĕскерсем.
Конкурс тăхăр номинацире иртрĕ. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсене, вĕрентекенсене ыттисем те пĕлччĕр тесе, вĕсене ятран асăнса хăварас килет, кашнинех номинацие кура палăртатпăр: «Çут çанталăка сыхласа упракан тăрăх» темăпа чи лайăх урок» номинацире – И.Харитонова (Шăмăршă вăтам шкулĕн учительници); Сочиненисем: «Чăваш вăрманĕн легендисем» номинацире – В.Сергеев (Васан вăтам шкулĕ, 5 класс); «Пуласлăха янă çыру» номинацире – Васан шкулĕн 6 класĕнче вĕренекенсем; «Çут çанталăка – туспа пĕрле» номинацире – Д.Тимофеева (Шăмăршă вăтам шкулĕ, 6 класс).
Çут çанталăк илемне хут çине çырса кăтартни – пĕр ăсталăх, анчах ăна фото ĕçĕсем урлă сăнласси – тата хăйне майлă искусство. Ку тĕлĕшпе хальхинче И.Ендиеровапа (Васан вăтам шкулĕн учительници) А.Еремеевана (Чукал вăтам шкулĕ) çитекенсем пулмарĕç. «Чи лайăх тĕпчев ĕçĕ» номинацире Палтиел вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен И.Фасхуртдинов çĕнтерчĕ.
Пурне те илĕртекенни, туртаканни, тÿрех каламалла, – çамрăк художниксен ĕçĕсен выставки. Тĕрлĕ жанрпа ÿкернĕ ĕçсемпе паллашма кашнинех питĕ кăсăклă пулчĕ. А.Большакова (Шăмăршă вăтам шкулĕ, 7 класс) ÿкерчĕкне жюри чи лайăххи тесе йышăнчĕ. «Сан валли, турист» кану вырăнĕ» номинаци çĕнтерÿçи – А.Еремеев (Чукал вăтам шкулĕ). «Пултарулăх тата çут çанталăк тĕнчи» номинацире вара Шăмăршă вăтам шкулĕнчи А.Шамеева ертсе пыракан «Ăста алăсем» кружок членĕсем палăрчĕç.
Фестивале хутшăннисем пурте «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ятарлă свидетельствисене, тĕрлĕрен номинацири конкурссенче мала тухнисем Дипломсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех, фестивале Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсем, Культура керменĕ çумĕнчи ачасен «Фламинго» ташă ушкăнĕ хутшăнчĕç, хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.


"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться