Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ТАСАЛĂХШĂН ТĂРĂШАССИ - КАШНИН ТИВĔÇĔ

ÇĔРТМЕ уйăхĕн 5-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тавралăха упракансен кунĕ. Ăна ПНО Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе 1972 çултанпа паллă тăваççĕ.
Шыв тăракан вырăнсенче унăн пахалăхĕ, чылай чухне, тавралăхри тасалăхран килет. Çут çанталăкра пурте тачă çыхăнура тăнине хăш-пĕр чухне манса каятпăр çав. Ял çывăхĕнчи варсене çÿп-çап тăкса тултаратпăр. Кайран унти çăлран ăсакан шыв пахалăхĕ япăхланни пирки пăшăрханса калаçатпăр. Çăл тапса тăракан вырăн çывăхĕнче санитари зони çуккипе те çумăр хыççăнхи таса мар шыв унта лекет.
Çын пурăнакан тата производство предприятийĕсенче хытă каяшсем пухăнаççех ĕнтĕ. Ăна муниципалитет территорийĕнчен турттарса тухас ĕçе йĕркелеме вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хушнă. Вĕсем çакна “Чăваш Республикинче 2006-2010 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси” республикăн тĕллевлĕ программипе пурнăçласа пыраççĕ. Шел, хальлĕхе вăл тивĕçлĕ шайра пулса пырать теме çук. Çакна ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Дринев район-хула пуçлăхĕсен Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕнче илсе кăтартнă тĕслĕхсем те аван çирĕплетеççĕ. Министр палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра йăлари хытă каяшсене пухмалли объект - 21. Çав йышран тăваттăшĕ - полигон, вĕсем Патăрьел, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенче вырнаçнă. Йăлари хытă каяшсене пуçтармалли вырăнсем Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисемпе Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче те пур. Элĕк, Вăрнар тăрăхĕсенчипе тата Ишлейрипе усă курма ирĕк паман. Хĕрлĕ Чутай таврашĕнче çакнашкал объект пачах çук. Унтине Çĕмĕрле тăрăхне турттараççĕ.
Йăлари каяшсене район-хула муниципалитечĕсенчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем пуçтараççĕ, турттарса каяççĕ. Анчах çак ĕçе пурнăçлама Çĕнĕ Шупашкар хулипе Комсомольски, Красноармейски тата Етĕрне районĕсен кăна лицензи пур. Улатăр, Канаш хулисемпе Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Елчĕк районĕсенче лицензи илмелли ĕçлĕ хутсене вăрах хатĕрлеççĕ. Ытти район-хулан та унпа усă курмалли вăхăчĕ тухнă.
Министр каланă тăрăх, чылай ял тăрăхĕнче йăлари каяшсене пуçтарса турттарассине йĕркелемен. Анчах ырă тĕслĕхсем те пур. Акă нумаях пулмасть Чăваш Енре Экологи министерствин специалисчĕсем тĕрĕслев ирттернĕ, Йĕпреç районĕнчи Энтриел, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар, Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ял тăрăхĕсен ку енĕпе тунă ĕç-хĕлне тишкернĕ. Вĕсенче çакна пурнăçламалли çирĕп йĕрке туса хунă, пăснă тĕслĕхсем те тупăнман. Ăна пулах кунти санитарипе экологи лару-тăрăвĕ те аван.
Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхĕ пирки вара апла калаймăн. Министерство специалисчĕсем кунта та тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕтĕмлетÿ çакна кăтартса парать: унта йăлари хытă каяшсене пуçтарса илсе тухмаççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхне кĕрекен Пысăк Карачура çывăхĕнче çÿп-çап пăрахмалли палăртман вырăн пулса кайнă. Экологи тата санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнманшăн Лапсар ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕсене явап тыттарнă-ха, 10 пин тенкĕ штраф та панă. Анчах çут çанталăка кÿнĕ сиене унпа çеç саплаштарайăн-и?
Канаш хулинчи “Север” ОООра министерство специалисчĕсем тупса палăртнă тепĕр çитменлĕх пирки те асăнмасăр иртме çук. Кунта йăлари хытă каяшсене пуçтарассине тата ăна вăхăтлăх упрассине тивĕçлĕ документсемсĕрех туса пынă. Çакăншăн кунти ертÿçĕсене те штрафланă.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене вара производство каяшĕсене пуçтармалли полигон хула çывăхĕнче пулни пăшăрхантарать. Тĕрлĕ предприятипе организацирен ăна турттаракан автомашинăсем хулан тĕп урамĕсемпех çÿреççĕ, атмосферăна варалаççĕ. Кунта çакна та палăртмалла: полигон Шуршăл ялĕнчен инçе мар вырнаçнă. Унта вара Космонавтика музейĕ ĕçлет. Эппин, унта килсе çÿрекен хăнасене шăпах производство каяшĕсем тăкакан вырăн çывăхĕпе илсе çÿреме тивет.
Халиччен Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяшсене Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи çÿп-çап пухмалли ятарлă çĕре леçнĕ. Каярахпа “Химпром” çывăхĕнче полигон уçнă, унта турттарма тытăннă. Вăл вара кашни кунах сарăлса пырать.
Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн экологи хăрушсăрлăхĕн пай пуçлăхĕ Андрей Ширшов каланă тăрăх, йăлари хытă каяша тирпейлекен завода Шупашкарсемпе туса лартма, тен, пулĕ. Анчах ăна пурнăçлама хальлĕхе проект çук-ха.


"Хыпар"
05 июня 2008
00:00
Поделиться