Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Лесничество – çут çанталăк управçи

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕн Баскак лесничествине çамрăк темелле-ха – вăл тепĕр çул çеç хăйĕн çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать. Малтанласа вăл Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн лесничестви шутланнă, 1993 çултанпа – «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн структурăллă подразделенийĕ шутланать, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 12260 гектар.
Пирĕн лесничествăра хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен, çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем ĕçлеççĕ. Вăрман – калама çук пысăк пуянлăх, ăна килес ăрусем валли сыхласа хăварасси – пирĕн тивĕç. Патшалăх инспекторĕсем (ĕлĕк вĕсене лесниксем тетчĕç) ку тĕлĕшпе чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ.
«Чăваш вăрманĕ» çут çанталăк комплексĕсене тата вĕсен уйрăмлăхĕсене сыхлас, халăха экологи пĕлĕвĕсем парас, туризмпа усăллă канăва, экологи мониторингне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлет. Çак тĕллевсене пурнăçлас тесе коллектив чи малтанах вăрмана пушартан, тĕрлĕ чирсемпе браконьерсенчен сыхлассине тĕпе хурать. Пушар тенĕрен, лесничествăра кун пек тĕслĕхсем вун пилĕк çула яхăн пулман. Вут-кăвар тухас хăрушă тапхăра кăçал та йĕркеллĕ хатĕрленсе кĕтсе илтĕмĕр. Ятарлă дежурнăйсем яланах сыхă. Пушар машинипе ытти техника та юсавлă.
Лесничество территорине темиçе зонăна пайланă. Патшалăх инспекторĕсем вĕсенче çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Мĕншĕн тесен, вăрман фончĕ – уйрăммăн сыхлакан федераци харпăрлăхĕн обьекчĕ.
Лесничество вăрманĕн флорипе фауни те пуян. Йывăçсенчен ытларах пайĕ – хыр, хурăн, ăвăс. Çавăн пекех, чăрăшсемпе юмансем, çăкасемпе çирĕксем те пур. Ку çеç те мар: 0, 6 гектар çинче кедрсем çитĕнеççĕ. Вăрманта Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсентăрансем, вĕçен кайăксемпе хурт-кăпшанкă йышлă.
Коллектив çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Парксен маршне» те активлă хутшăнать, халăха экологи пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе ĕçлет. Лесничество территорийĕнче экологипе туризмăн виçĕ маршрутне йĕркеленĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться