Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çав-çавах канăçсăрлантарать

Çĕнĕ Шупашкар çыннисем ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине «Химпром» АО таврашĕнче хытă каяш полигонĕ тăвассине хирĕç пулни çинчен пĕлтернĕ. Çак объект этем сывлăхĕшĕн, çут çанталăкшăн сиенлĕ пуласси, пушартан сыхланма шанчăксăрри, полигон хулапа масартан çывăххи тата Шупашкар каяшне Çĕнĕ Шупашкар урамĕпе турттарма тивни пăшăрхантарать вĕсене. Çĕнĕ Шупашкар халăхĕ те, каяшĕ хăйĕн пулсан та, полигона аякка тĕртесшĕн мар-и; Çапла çав, камăн сывлăхлă пурăнас килмĕ. Тен, çармăс енне, тен, каллех Шупашкар районне...
Хула влаçĕсем халăха çывăх çулсенчех çĕнĕ хытă каяш полигонĕ кирлĕ пулать теççĕ. Унăн вырăнне 10 çĕре кайса пăхнă иккен, комисси «Химпром» патĕнче тума сĕнет. Унта, Питтукассинчи пек, автомашинăсемпе турттарса тăмалла пулмасть. Хĕвел анăçĕнчи патшалăхсем пек тăвасшăн: малтан – çемçе каяша хытарса пымалли комплекс тата хыççăн – хытарнă каяша вырнаçтарса пымалли сооружени.
Çĕнĕ Шупашкар адмнистрацийĕ ăнлантарнă тăрăх, хытă каяш полигонĕ экологи тĕлĕшĕнчен этем сывлăхĕпе çут çанталăкшăн сиенлĕ те, хăрушă та мар. Хула каяшне унта хытăлла тултарса пырĕç. Ăна пĕр енчен Çĕнĕ Шупашкар – Тутаркасси çул, тепĕр енчен чукун çул чикĕлет, виççĕмĕшĕ енчен «Химпромăн» бетон карти хуплать. Полигонăн хула енчи шыв çулĕсене пÿлме, тĕп хулари каяша полигона Çĕнĕ Шупашкара кĕмесĕр, хула айккинчи çулпа çитерме палăртаççĕ.
Каяш полигонĕн ыйтăвĕ халăха калаçтарма, журналистсене кăсăклантарма пăрахмасть-ха.


"Тăван ен"
21 июня 2008
00:00
Поделиться