Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăка упрар

Эпир хамăр çут çанталăк ачисем пулнине час-часах манатпăр. Ача амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн мĕнле тăрăшать, ăна куç шăрçине сыхланă пек сыхлать _ пирĕн те çут çанталăка сыхлассишĕн çакăн пекех тăрăшмалла. Юлашки вăхăтра сисмесĕрех эпир унăн тăшманĕсем пулса тăтăмăр - вăрмансене кăклатпăр, сывлăша варалатпăр, сахалланса юлнă ỹсен-тăрансене, кайăксемпе чĕрчунсене пĕтеретпĕр, ытларах хамăр çинчен шутлатпăр. Сайра тĕл пулакан чĕрчунсемпе ỹсен-тăрансене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Чĕрĕ çут çанталăка хỹтĕлесе хăварас тесе çынсем мĕн тăваççĕ-ши? Чи малтанах ученăйсем хăрушлăха лекнĕ организмсен ушкăнĕсене, сайра тĕл пулакан организмсем çут çанталăкра мĕн чухлĕ тăрса юлнине тата вĕсем ăçта сыхланса юлнине кăтартса параççĕ, вĕсене хỹтĕлемелли майсене палăртаççĕ. Чăваш Республикинче çын пырса кĕмен вырăнсем питĕ сайра. Анчах сыхламалли, упрамалли вырăнсем те пур. Заповедниксемпе наци паркĕсен, заказниксен тĕп ĕçĕ - чĕрĕ организмсене сыхласа хăварасси. Раççей Правительствин 1995 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче чи малтан "Присурский" патшалăх заповедникĕ йĕркеленнĕ. 2000 çултанпа вăл Улатăр, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи виçĕ лаптăка пĕрлештерсе тăрать. "Присурский" патшалăх заповедникĕн Елчĕк районĕнчи лаптăкĕ Энтепе ялĕнчен хĕвел тухăç енче вырнаçнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 90, 8 гектар. Кунта питĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăрансем ỹсеççĕ. Маларах, 1931 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, вăл республика заповедникĕ шутланнă. 1990 çултан "Сорка Тау" заказник йĕркелесе çĕр çинче сахал тăрса юлнă нумай ỹсен-тăрана сыхласа хăварма май килнĕ. Хальхи вăхăтра çак заповедникра 69 тĕрлĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăран ỹсет, вĕсенчен иккĕшне Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекине, 39-шне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Пирĕн заповедникра сарепта кăшманĕ, Атăл шăнкăрав курăкĕ, типĕ шур курăкĕ, оносма, Австри астрагалĕ тата ыттисем те ỹсеççĕ, чĕрчунсенчен ăркай, хир чăххи, тыркас, сăвăр пурăнаççĕ. Эпир - çут çанталăк тусĕсем, ăна сыхлассишĕн, упраса хăварассишĕн пирĕн тăрăшмалла.



"Елчĕк Ен"
21 июня 2008
00:00
Поделиться