Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кашла хăватлăн, «Чăваш вăрманĕ»

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕн коллективĕ çак кунсенче вун пилĕк çулхи юбилее паллă тăвать.

Пирĕн корреспондент унăн ертÿçипе Юрий Сергеевич Татарскихпе тĕл пулса калаçнă. Вăл Киров облаçĕнчи Уни районĕнче 1967 çулта çуралнă. Ĕç биографийĕ 1987 çулта Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче çырăнма пуçланă: малтан станочникра, унтан цех мастерĕнче вăй хунă. Мари Эл политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна вăрмана хÿтĕлес енĕпе районсен хушшинче ĕçлекен инженер пулма куçарнă. 1994 çулта Ю.С. Татарских пурнăçне Наци паркĕпе çыхăнтарнă, кунта аслă инженер, директор çумĕ пулнă. 2007 çулхи ака уйăхĕнче ăна çут çанталăкпа усă курнине сăнакан федераци службин «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ» патшалăх учрежденийĕн тилхепине тыттарнă. Унăн кăкăрне «Раççей Федерацийĕн патшалăх вăрман хÿтĕлевĕнче – 10 çул» паллă илем кÿрет.

– Юрий Сергеевич, Наци паркне хăçан тата мĕн тĕллевпе туса хунă;

– Турă парнеленĕ çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварас, экологи тытăмне чĕртсе çĕнетес, тăван тавралăха хÿтĕлемелли воспитани ĕçне анлăн сарса пырас ыйту 80-мĕш çулсенче Чăваш хутлăхĕнче те çивĕчленсе çитрĕ. Наци паркĕ уçас пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче, тĕрлĕ шайри конференцире, пухусенче пайтах сăмах хускатнă. Чăваш Республикинче тăван тавралăха 1991-1995 çулсенче тата 2005 çулчченхи тапхăрта хÿтĕлемелли комплекслă программа йышăннă хыççăн тин пайăрлă калаçу пуçлама май килнĕ. Патшалăх Шăмăршă вăрман хуçалăхне кĕрекен Паскак тата Пашьел лесничествисен, Улатăр районĕнчи Суйкăн тата Чапаев лесничествисен, çавăн пекех Пăчăрлă Пашьел ял администрацийĕн çĕрĕсене Наци паркĕ валли уйăрнă. Чиккисене палăртсан, ытти йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса парсан 1993 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви юлашки пăнчă лартнă, Чăваш Республикинче Наци çут çанталăк паркне йĕркелеме йышăннă. Çак куна «Чăваш вăрманĕ» çуралнă тесе палăртма май пур.

– Юбилее палăртнă тапхăрта пуçласа каçалăк умне тăракансене те палăртма юрать-тăр;

– Паллах. Наци паркĕн пĕрремĕш директорне Карапай Шăмăршă чăвашне Василий Иванович Елисеева çирĕплетнĕ. Ун умĕн те вăл çулталăк ытла Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн пуçлăхĕн çумĕн шайĕнче учреждение йĕркелесе ярас, кадрсем хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ. Пĕлтĕр эпир ăна тивĕçлĕ канăва ăсатрăмăр. Район пуçлăхĕн В.Фадеевăн тата вăл вăхăтра Чăваш АССР Аслă Канашĕнче комитет председателĕ пулнă В.Максимовăн тÿпи пысăк. Унсăр пуçне тивĕçлĕ хутсем хатĕрлесе пыма Ф.Мадуров скульптор, А.Дмитриев ăсчах, ЧР Вăрман хуçалăх министерствин ертÿçисем А.Авершин, Л.Александров, П.Тихонов нумай вăй хунă. Выртан чул айĕнче шыв юхмасть тенĕ. Парка хатĕрлессипе ыттисем те пысăк хастарлăх кăтартнă. Тав вĕсене уншăн, пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

– «Чăваш вăрманĕпе» вулакансене тĕплĕнрех паллаштарăр-ха.

– Наци паркĕ Чăваш Республикин кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Кунтан малалла йывăç-тĕм пĕтет те çеçен хир пуçланать. Хăйне кура хир ÿсен-тăранĕпе вăрман культурин чикки теме те пулать ăна. Чăваш, вырăс, ирçе, тутар халăхĕсем мĕн авалтан йышлăн пурăннипе те интереслĕ çак тăрăх. Тĕрлĕ йăла-йĕрке, этнокультура, истори пурте кунта юнашар.

«Чăваш вăрманĕ» 25200 гектар йышăнать. Сарлакăшĕ унăн – 24 çухрăм, тăршшĕ – 17 çухрăм. 95, 5 проценчĕ – вăрман. Ытти çĕрте улăх-çаран, шурлăх, кĕтÿ çÿретмелли лаптăксем. Сăр тăрăхне кĕрекен Упамса тата Пасна, унăн юпписем тĕп çырмасем шутланаççĕ.

Парк территорийĕнче йăлăмсенче 30 ытла кÿлĕ пур. Хăшĕ-пĕри вĕсенчен виçĕ гектартан та пысăк. Тăрна куçĕ пек таса çăл куç йышлă.

Хÿтĕлевпе усă курас енчен пăхсан, Наци паркне тăватă зонăна уйăрнă. Виçĕ пине яхăн гектар (12 процент) çинче мĕн пур хуçалăх ĕçĕсене тата канма кĕме чарнă. Вăл управ пайĕ шутланать. 1972 çулта çунса кĕлленнĕ лаптăкра (7100 гектар) çут çанталăкăн питех те хаклă комплексĕсене çĕнĕрен чĕртме тĕллев лартнă. Виççĕмĕш зонăра е 14803 гектарта канупа туризма аталантарма пăхнă. Юлакан 342 гектара вара çынсем йышлăн та куллен кĕрсе çÿреме пултараççĕ. Асăрхарăмăр ĕнтĕ, наци паркĕ пĕлтерĕшĕ питĕ аслă, унти çут çанталăкпа истори объекчĕсем уйрăм çыннăн мар, мĕн пур халăхăн, наци пуянлăхĕ пулса тăраççĕ, ăна федераци правительствин ятарлă органĕ йĕркелесе пырать.

– Ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчи пирки мĕн калама пулать;

– Тĕлĕнмелле пуян вăл. Кунта 800 ытла тĕрлĕ курăк ÿсет. «Венерин башмачок» тата хĕрлĕ пыльцеговник текеннисем Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекинче пур. 46-шĕ Чăваш Республикин сыхлав шутĕнче тăраççĕ. Илемлĕ ÿсен-тăран çеç 106 тĕслĕ. Вăрман тĕрлĕ çырла-кăмпапа пуян. Йывăçсенчен нумайрах хыр, хурăн, ăвăс, çăка тĕл пулать. Çĕпĕр кедрĕпе лиственница лартнă.

Паркра сĕтпе ÿсекен 40 тĕрлĕ чĕр чун, 173 йышши вĕçен кайăк, 16 тĕрлĕ çĕлен-калта, 19 йышши пулă тата нумай-нумай хурт-кăпшанкă пурăнаççĕ. Кунта путене, карăк, мулкач, пăши таранччен ĕрчеççĕ. Паллă ĕнтĕ, саккун тăрăх паркра сунарçăсене кĕме юрамасть. Çавăнпа ăна уçнăрăнпа хăмăр упасем çĕнĕрен килчĕç, хир сыснисем, кашкăрсем, ăтăрсем, карăксем, пăчăрсем, ăсансем хунаççĕ. Паркра тăрнасем пур. Пасна çырминче вара таса шыва юратакан хĕске те куратăн.

– Хыçа хăварнă 15 çул пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Ку вăл наци паркĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пиçсе пынă, опыт пухнă, малалла аталанмалли условисем тунă тапхăр. Историшĕн нумаях та мар вăхăтра вăрман йĕркине пăсакансемпе браконьерсенчен, пушарсемпе сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăран хÿтĕлес енĕпе пысăк ĕç тунă тейĕттĕм. Парк территорине икĕ лесничествăна уйăрнă, тăватă участок тата 31 обход йĕркеленĕ, 18 картун пур. Пушара хирĕç кĕрешме çирĕп пурлăхпа техника никĕсне туса хунă. Пушар-хими станцийĕсем валли виçĕ автомобиль, плуглă икĕ трактор, Т-150 маркăллă кустăрмаллă трактор туяннă, тимĕр-бетон кĕпер тунă, пушар сăнав вышки лартнă. Çуллен хаклă йывăçсен çĕнĕ лаптăкĕсем хушăнаççĕ. Хĕлĕн-çĕвĕн биотехника мероприятийĕсем ирттересси çине тимлĕ пăхатпăр, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чун валли тăвар, вак чул хуратпăр, путек милĕкĕпе тымар çимĕç хатĕрлетпĕр. Парка тирпей-илем, илĕртÿллĕ сăн кĕртес тесе виçĕ хапха ăсталанă, 93 километр тăршшĕ сукмак-çул уçнă, 60 çĕрте кану вырăнĕсем йĕркеленĕ. Курăмлă ытти ĕç те пайтах.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться