Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ÇĂЛСЕМ ТАПАÇÇĔ – «ТИНĔС» ПУХĂНАТЬ…

ШĂМĂРШĂ район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра санитари правилипе нормине тивĕçтерекен шыв питех те сахал.
Çавна пулах çынсен сывлăхĕ хавшать, тĕрлĕ чир-чĕр аталанать.
Шыв ыйтăвĕ республикăри ытти районсенче те çивĕч тăрать иккен. Акă мĕншĕн ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ «Таса шыв» программа çирĕплетнĕ.
«Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр», - тенĕ Н.В.Федоров Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли проекта пурнăçа кĕртме 4, 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Кун чухлĕ укçа уйăрни Чăваш Енре нихăçан та пулман.
Палтиел ялĕ çывăхĕнчи вăрманта, Хырла шывĕ çинче çав тери пысăк водохранилище тăваççĕ. Унăн калăпăшĕ – 15 миллион та 600 кубла метр, 420 гектар йышăнĕ, дамба вăрăмăшĕ – 1934 метр, хранилище тăршшĕ – 5 километр та 800 метр. Çак водохранилищĕне тума 325 гектар вăрман касмалла, ĕçĕн çурри ытларахне вĕçленĕ.
2005 çултанпа кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă: плотинан никĕсне хывнă, шыв пуçтармалли сооруженисем тунă, шыв илмелли узелти каналсем те усă курма хатĕр. Халĕ çуркунне пăр сиен ан кÿтĕр тесе, бетон юпасенчен хÿтĕлев тăваççĕ. Кунта «Спецстройкоммуникация» пĕрлешÿ вăй хурать. Куллен 80 яхăн çын, пысăк тоннажлă 25 автомашина, 11 бульдозер, 6 экскаватор тата 3 каток ĕçлеççĕ. Бетон хатĕрлекен техника та пур.
– Мĕнпур ĕçсен 75 процентне пурнăçларăмăр, - пĕлтерчĕ гидротехника сооруженийĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист К.Салихов. – Пирĕн ĕç курăнмаллах мар, анчах ĕçлемесĕр пĕр кун та ларман. Акă, дамба тума кăна 1600 тонна тăпра турттарнă. Аялта вара мĕн чухлĕ арматура, бетон! Часах акă хранилище айккипе, çырми ан ишĕлтĕр тесе, плитасем хума тытăнатпăр.
Шыв таса та тăрă пултăр тесе, пулас водохранилище тĕпне хăйăр сараççĕ, унтан тин вăл тулма пуçлĕ. Кăçал плотина тăвассине вĕçлеме тата айккисене çирĕплетме, контрольпе виçе аппаратурине тата шыва тасатакан оборудовани вырнаçтарма палăртнă.
Хальхи вăхăтра кунта «Отечественные водные технологии» ЗАО, «Мосводоканал НИИ «Проект», «НИИ Водгео» сотрудникĕсем Хырла шывне тасатса ĕçме юрăхлă тăвас ыйтупа ĕçлеççĕ.
Хырла шывĕ çинчи вун-вун çăл куç таппинчен пухăннă тата çуркунне хирсенчен аннă шыв Шăмăршă «тинĕсне» тултарма пуçличчен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Водохранилище 2010 çулта ĕçе кĕмелле.
 


"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться