Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шыв - пурнăç тыткăчи

Çын пурнăçĕнче шыв пысăк вырăн йышăнать. Шыв ыйтăвĕ пирĕн районта кăна мар, республикипех çивĕч. Ахальтен мар Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та çакăн пирки палăртса каланă: "Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 2008-2010 çулсенче тăвакан шыв управĕсемпе шыв пăрăхĕсене пула районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски тата ытти те) пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курма тытăнаççĕ. Çак проектăн хакĕ 4, 5 миллиард тенкĕ тăрать. Чăваш Енре хăйĕн халăхне шывпа тивĕçтерме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни халиччен нихăçан та пулман". Республика Президенчĕ çирĕплетнĕ "Таса шыв" программăпа халĕ чылай çĕрте, çав шутра пирĕн районта та, çине тăрса ĕçлеççĕ.

 



"Елчĕк Ен"
30 августа 2008
00:00
Поделиться