Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Экологи бригадин ĕçĕсем

Каникул кунĕсенче Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенĕсем çав тери нумай ĕçлерĕç. Тăван шкула татах та илемлĕрех курас тесе вĕсем вăхăта шеллемесĕр кунсерен пĕлÿ çуртне çÿрерĕç. “Черемуха” экологи бригадине ырламалла çеç. Унăн бригадирĕ вун пĕрмĕш класра вĕренекен Александр Николаев. Бригадăра 30 шкул ачи вăй хучĕ. Вĕсен ертÿçи В. Н. Абрикосов та ачасемпе танах тăрăшрĕ. 2006 çулта çул çитменнисен ĕç бригадисен республикăри конкурсĕнче “Чи лайăх педагог-организатор” номинацинче виççĕмĕш вырăна тухма пултартăмăр. Пĕлтĕр вара республикăри ĕç бригадисем хушшинчи тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакăнта кашни ачан, бригадирăн, ертÿçĕн тÿпи пур.

Кăçал эпир икĕ сменăпа вăй хутăмăр. Пĕрисем — утă, теприсем — çурла уйăхĕсенче. Шутласан вăхăчĕ нумай та мар пек, анчах эпир мĕн пур вăя пухса тавралăха илем кĕртрĕмĕр теме юрать. Çак тапхăрта Шупашкар — Канаш чукун çул переезчĕ патĕнчен пуçласа Еншик Чуллă çул кукрине çитичченех çÿп-çап пуçтартăмăр, шкул территорине тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Çу кунĕсенче эпир мĕн тĕрлĕ чечек лартман, каярах шăварса çум курăкран тасатман пулĕ? Халĕ шкул территорийĕнчи чуна ытарми илемлĕ чечексене пăхма епле кăмăллă.Эпир шкул пахчинче те сахал мар тăрăшнă. Кунти пахча çимĕçсене кунсерен шăварнă. “Черемуха” бригадăра ĕçлекенсем ялсенчи ватă çынсене те пулăшма манман. Вĕсем çакăншăн пире тав тăваççĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
05 сентября 2008
00:00
Поделиться