Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

КАШЛАТĂР ШĂМĂРШĂ ВĂРМАНĔ

Кашни отрасльте ĕçлекенсенех хăйсен профессиллĕ уявĕ пур.

Ыран – Вăрман ĕçченĕсен кунĕ. Мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ха ăна «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕнче; Пирĕн корреспондент ку ыйтупа В.А.Петьков директорпа курса калаçнă.

– Чи малтанах уяв ячĕпе саламлатпăр сире, Владимир Александрович.

– Тавтапуç. Хам енчен те пирĕн патăмăрта ĕçлекенсене, ĕç ветеранĕсене саламлас килет.

– Лесничество, реорганизаци хыççăн, чылай пысăкланчĕ..

– Вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ халĕ 73961 гектар шутланать. Хамăр районта виçĕ участок лесничестви – Шăмăршăра, Палтиелĕнче тата Чукалта. Кунсăр пуçне Патăрьел районĕнче тата виçĕ участок лесничестви, Комсомольски районĕнче – тепре. Пурĕ 75 çын ĕçлет.

– Вăрманçăсен ĕçĕ паллă ĕнтĕ, Владимир Александрович...

– Тĕп тĕллев – вăрмана упрасси, çĕнĕ хунавсем лартса ÿстересси, уйрăм участоксене арендăна парасси, суту-илÿ килĕшĕвĕсене вăя кĕртесси, материалсем хатĕрлесси. Кăçал, сăмахран, 180 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăвартăмăр. Вăл шутран хамăр районти Палтиелĕнчи участок лесничествинче – 60 гектар, Шăмăршăри участок лесничествинче – 45.

– Вăрманта йывăçсене касни те пулать вĕт-ха?

–Унсăрăн мар ĕнтĕ – вăрмана çĕнетмелле. Кăçал, акă, пĕтĕмпе 4 пин кубла метра яхăн йывăç каснă. Ку тĕлĕшпе участокри вăрман пункчĕ ĕçлет. Шел, маларах хамăрăн пулнă цехсем халĕ пирĕн çинче шутланса тăмаççĕ.

Вăрман çут çанталăк пуянлăхĕ çеç мар, кану вырăнĕ те.

– Унăн пуянлăхĕ пурин валли те çитет: çырла тат, кăмпа пуçтар, милĕк-шăпăрне хатĕрле. Анчах мана çынсем ытла та тирпейсĕр пулни пăшăрхантарать: вĕсен хыççăн тепĕр чух купипех çÿп-çап выртса юлать. Çулсерен Акатуй иртекен вырăн пирки те çакнах каламалла. Çулсен хĕррисем те таса мар. Вăрман сыхлавĕн мастерĕсем (ĕлĕк вĕсене лесниксем теттĕмĕр) пурне те курса, асăрхаса ĕлкĕреймеççĕ вĕт. Хамăрăн ăнланулăх кирлĕ.

– Вăрманăн пысăк тăшманĕ – пушар. Ку тĕлĕшпе кăçал лару-тăру мĕнлерех-ши?

– Сыхă тăратпăр темелле. Лесничествăра пушар хуралĕн станцийĕсем саккăр шутланаççĕ. Вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли техника çителĕклĕ тата юсавлă – кирек хăш самантра та çула тухма хатĕр. Çакăншăн ПХС начальникĕ В.Юманов нумай тăрăшать. Шел пулин те, кăçал пушар тухнă тĕслĕх иккĕ пулчĕ: пĕри аçа çапнипе, тепри – çынсен тимсĕрлĕхне пула. Юрать-ха, вăхăтра сÿнтерме ĕлкĕртĕмĕр. Çавах «хĕрлĕ автан» сакăр пин тенкĕлĕх сиен кÿчĕ.

– Маларах çамрăк хунавсем пирки сăмах пулчĕ-ха, Владимир Александрович...

– Çын пурнăçĕ те çут тĕнчене пепке килнинчен пуçланать вĕт. Питомниксене илес пулсан, вĕсем пирĕн халĕ виççĕ. Шăмăршăри, Н.Эсливанова ертсе пыраканни, Раççейĕпех чи лайăххисенчен пĕри. Çамрăк хунавсем хамăр валли те, кÿршĕллĕ районсемпе республика тулашне сутмалăх та çителĕклĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, Казахстан Республикинчен хыр хунавĕсене чылай туянса кайрĕç.

Вăрлăхсем хатĕрлесси те манăçа юлмасть. Паянхи куна пĕр тонна ытла чăрăш йĕкелĕ пухма ĕлкĕрнĕ, Йĕпреçри вăрман хуçалăхне вăрлăх кăларма ăсатнă.

– Владимир Александрович, тен, маттур вăрман ĕçченĕсене те асăнса хăварăр?

– Кун пек чхне пĕрне ырласа, тепĕрне хурласа калас килмест – пурте тăрăшса ĕçлеççĕ, кашниех ăста специалист. Çавах та В.Ванюшин, В.Чураев, А.Алеев, Г.Розов вăрман сыхлавĕн мастерĕсене, вăрман ресурсĕсен инженерне В.Кудряшова палăртса хăварни кирлĕ пулĕ тетĕп. Пĕр сăмахпа, пурте маттур.

– Калаçушăн пысăк тав сире, Владимир Александрович. Вăрман малашне те кашлатăр, ун тăрри яланах тикĕс пултăр.

– Шăпах çакăншăн ĕçлетпĕр те ĕнтĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2008
00:00
Поделиться