Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

КĔРХИ ХУНАВ ÇУРХИНЧЕН ВĂЙЛĂРАХ

СЕНТЯБРĔН 26-МĔШĔНЧЕ ЙЫВĂÇ КУНĔ ИРТЕТ
Шкулта вĕреннĕ чухне çулсерен çуркунне пĕр кунне йывăç лартма уйăратчĕç. Пур класра вĕренекене те е посадкăра, е ишĕлсе пыракан çырма-çатра патĕнче курма пулатчĕ. Халĕ вара вĕренекенсем çеç мар, районти предприяти-организацисен, учрежденисен ĕçченĕсене те кĕрлĕ-çурлă кĕреçепе е витрепе утаççĕ. Хунавсене «пурнăç парассишĕн» тăрăшаççĕ вĕсем. Çакă ЧР Президенчĕн 2005 çулта мартăн 28-мĕшĕнче кăларнă Йывăç кунĕ çинчен калакан Хушăвĕпе пулса пырать. Район пуçлăхĕ çав çулах апрель уйăхĕнче çак «Йывăç ларт та сыхласа хăвар» ятлă акцие хамăр территорире ирттермелли пирки йышăну кăларчĕ. Унтанпа вăхăчĕ те самай иртрĕ. Президент Хушăвĕ пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пырать-ха? Çакăн пирки районти экологи хăрушсăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Р.В.ДАНИЛОВ каласа парать.
– «Йывăç ларт та сыхласа хăвар» йывăç Кунне ирттересси çинчен» Хушу тухнăранпа пирĕн районта 90 гектара яхăн йывăç лартнă. «Ялсене ешертесси» статьяпа пур ял тăрăхĕ те харпăр хăйĕн бюджетĕнче çулсерен укçа хывса хăварать. Паллах, вăл йывăç лартнă çĕре те каять. Кăçал çуркунне районта 10 гектара яхăн хунав кăк ячĕ.
– Ростислав Васильевич, йывăçсем ăçта-ăçта ытларах ешереççĕ-ха;
– Çак виçĕ çулта çĕнĕ парксем, скверсем, аллейăсем хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă вырăнта йывăçсем ытларах ешереççĕ. Акă, Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче Хыркасси ялĕнче машин-трактор паркĕ умĕнче паттăр салтаксене асăнса çĕнĕ палăк уçăлчĕ. Унта тÿрех йывăçсем лартса аллея турĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче те çĕршыв хÿтĕлевçисен палăкĕ патĕнче хунавсем вăй илеççĕ. Пирĕн район çырма-çатрапа пуян. Вĕсем сарăлса ан кайччăр тесе территорире нумайăшĕ йывăç лартать. Кунта Апашсене, Шĕнерпуçсене палăртмалла. Иртнĕ çул çăвасем хĕррипе Çĕньялсем, Шемшерсем хурăнсем лартса хăварчĕç.
– Апла пулсан, ăçта кăмăл пур, çавăнта тĕм валли шăтăк чавма пултаратăп;
– Çук, тăлли-паллисĕр пур çĕре те йывăç ÿстерме ирĕк памаççĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе малтан çыхăнас пулать. Вĕсем вăл е ку ялăн генпланĕпе килĕшÿллĕн йывăç ÿстерме ирĕк параççĕ. Шыв пăрăхĕ, сетьсемпе çыхăну каналĕсем тата ыттисем те выртакан вырăна хунавпа пымалла мар.
– Ростислав Васильевич, ра-йон территорийĕнче хурăн е чăрăш ытларах ÿсет;
– Çапла, вĕсене ытларах кÿрсе килетпĕр. Унсăр пуçне – хыр, çăка. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хăйсем мĕн лартмаллине суйласа илеççĕ ĕнтĕ. Эпир патшалăх вăрман хуçалăхĕсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсен вара ассортимент пысăк.
– Кĕрхи хунав çурхинчен ытларах вăй илет теççĕ ваттисем.
– Эпир те çакна тĕпе хурса сентябрь-октябрь уйăхĕсенче вырăнсенче йывăç лартма палăртатпăр. «Йывăç ларт та сыхласа хăвар» акцие сентябрĕн 26-мĕшĕнче вара халăха массăллă хутшăнтарма палăртатпăр. Пур ял тăрăхĕнчи предприяти-организаци тата учреждени ĕçченĕсем хунав лартма тухасса шанса тăратпăр.
 


"Тăван ен"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться