Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ПЛОТИНА ХУТА КАЙНĂ

Вырăнти автоçула сыхласа хăварас, шыва тытса юлас тата эрозие чарса лартас тĕлĕшпе «ТСК «Гаранстрой» подрядлă организаци Карăклă ялĕнчи эрозие хирĕç кĕрешекен плотинăна кĕске вăхăт хушшинче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Плотинăна уçнă çĕре Чăваш Республикинчи экологи, çутçанталăк ресурсĕсен тата шыв хуçалăхĕн министерствин шывпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ Т.Антонова, «Стройэкспо» ертÿçи Л.Морякова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тата район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалист В.Чернов хутшăнчĕç.
Çак плотина Вăта юхан шывĕ çинче Карăклă ялĕн кăнтăр енче вырнаçнă. Ăна 1972 çулта хута янă пулнă. Ун урлă ял халăхĕ каçса çÿрет, плотинари шывпа ял хуçалăх çĕрĕсене шăвараççĕ. Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата вырăнта пурăнакансем ЧР Президентне Н.Федорова, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствине тата район администрацине тав сăмахĕ калаççĕ.
 


"Канаш"
01 октября 2008
00:00
Поделиться