Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç лартмалли уйăхлăх хастар ирттĕр

Ялсене çÿп-çапран, тĕрлĕрен кирлĕ мар япаласенчен тасатас, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кÿрес, капăрлатас, йывăç-курăк лартса ешĕллетес тĕллевпе районта сентябрĕн 20 – октябрĕн 20-мĕшĕсенче ятарлă уйăхлăх йĕркеленĕ.

Экологи уйăхлăхĕ ăнăçлă та усăллă, хастар ирттĕр тесе районта мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял тăрăх пуçлăхĕсен, предприяти, организаци, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен çырма-çатрана, вăрман тăрăхĕсене, халăх канакан вырăнсене тирпейлесе тĕрлĕрен йывăç лартассине йĕркелемелле.

Çак тапхăртах çÿп-çап тăкмалли вырăнсемпе выльăх масарĕсене те йĕркене кĕртмелле.

"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться