Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çĕнĕ стадион тавра çăка пыл шăрши сарĕ

Районта çулсеренех çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта ятарласа йывăç лартмалли уйăхлăхсем, ятарлă кунсем йĕркелеççĕ. Октябрĕн 3-мĕшĕнче районта Йывăç кунĕ пулнă. Çак мероприятие кашни ял тăрăхĕ хастар хутшăннă, йывăçсемпе тĕмсем лартнă.

Ятарлă Йывăç кунне райадминистраци работникĕсем те кар тухнă. Çак кунхине вĕсем пулас çĕнĕ стадион йĕри-тавра 500 ытла тĕм пилешпе çăка хунавĕсене лартнă. Çамрăк йывăçсем пурте лайăх тымар ярса чĕрĕлсен, тепĕр темиçе çултан çĕнĕ стадионта çăка таврана симпыл шăршине сарĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться