Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăк тусĕсен слечĕ

ÇУТ çанталăка сыхлас тата унăн пуянлăхĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ чăннипех те питĕ пысăк ĕç тăвать, ку тĕлĕшпе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет.

Нумаях пулмасть кăна-ха вăл пуçарнипе Пăчăрлă Пашьелĕнче «Наци паркĕн çамрăк тусĕсем» ятпа районти слет пулса иртрĕ. Районти кашни шкулах хутшăнчĕ унта.

Слетăн теориллĕ пайĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртрĕ. Пилĕк конкурсра вăй виçрĕç çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем: сыхланакан тавралăха пĕлекенсем, вăрманçăсем, ботаниксем, зоологсем тата гидробиологсем хăйсен командисене очкосемпе балсем ытларах кÿрес тĕлĕшпе тупăшрĕç. Юлашкинчен вара «Салам, тĕлĕнтермĕш сĕм вăрман!» темăпа агитбригадăсен конкурсĕ иртрĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, слетра кил хуçисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн дирекцийĕ çĕнтерÿçĕ командăсене, конкурссенче палăрнă ачасене Хисеп грамотипе чысларĕ, пылак кучченеçсем – тортсем – парса хавхалантарчĕ. Кунсăр пуçне слета хутшăннă кашни вĕренекенех ятарлă сертификатсене тивĕçрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться