Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Асамлă йывăçсем

Чăн-чăн арçыннăн пурнăçра мĕн тумалла-ха; Ваттисем каланă пек, йывăç лартса ÿстермелле, çурт хăпартмалла, ывăл çуратмалла. Çуртпа паллă-ха – пурăнма вырăн кирлĕ. Ăрăва тăсасси пĕлтерĕшли те паллă. Анчах мĕншĕн йывăç; Ку та ахальтен мар – йывăç мĕнле ÿсет, çын шăпи те çавнашкал килет иккен. Пирĕн мăн асаттесем çакна çирĕп ĕненнĕ.

Ахăртнех, ку ĕненÿсем ĕлĕкренпех ача çуралнă хыççăн йывăç лартса хăварасси йăлана кĕнипе çыхăннă. Ачапа йывăç пĕр-пĕринпе курăнман çипсемпе çыхăнаççĕ иккен. Çынна япăх пулсан – ÿсен-тăран та кулянать. Этем хăйне лайăх туйсан – йывăç та сарăлса-туратланса ешерет. Çав вăхăтрах инкек çывхарса килнĕ чух, юмăçсенчен маларах пĕлтерет. Паллах, пирĕн мăн асаттесем хăйсен йывăçĕсене пĕрмаях пăхса-асăрхаса тăнă: вăхăтра шăварнă, апатлантарнă, тискер чĕр чунсенчен хÿтĕленĕ, ятарлă управăçсем çакнă. Хунавсем ÿссе çитĕнсен те вĕсене куç пек упранă. Йывăç-тĕме, уйрăмах ваттисене, касса пĕтерме юраманнинчен пачах тĕлĕнме кирлĕ мар. Чарăва пăсма хăякан кашни çын хăй çине пысăк çылăх илнĕ.

Кашни халăхăнах çакнашкал хăйнеевĕрлĕ ĕненÿсем пур. Çĕр виçĕ кит çинче тытăнса тăрать теççĕ – ан ĕненĕр. Чăннипе, тĕнче йывăççи – Игдрасиль. Вăл пулман пулсан, пĕлĕтсем тахçанах çĕр çине ÿкмелле. Çапла шутлаççĕ çурçĕр германецсем. Славянсем вара çĕре юман тытса тăрать тесе ĕненнĕ. Буддистсемшĕн сăваплă символ – фикус, Египетра пурăнакансемшĕн – сикомор. Китай çыннисем вилĕмсĕрлĕх парнелекен персик тата тут йывăçĕсене ытларах кăмăллаççĕ.

Славянсен сăваплă ращасем пулнă. Асамлă йывăçсем айĕнче çамрăк мăшăрсене венчет тăратнă, кунта чирлисене сипленме илсе килнĕ. Сăваплă ращасене пĕтĕм вăйран хÿтĕленĕ: картапа çавăрса тухнă, вăрмансенче вырнаçтарнă – вĕсене пурин те курма юраман. Кунта пуртăпа касма мар, туратсене те пуçтарман. Варринче «тĕп йывăç», часавай е хĕрес пулнă.

Историрен паллă, славянсем ытларах юмансене шаннă. Тимлесерех пăхма тăрăшăр-ха вĕсем çине, кăсăклине нумай пĕлтерĕç. Сăмахран, тухăç мĕнле пулассине. Енчен те йывăç çинчен симĕс çулçăсем ÿкеççĕ пулсан, пÿлĕмсене тыр-пул сахал кĕрĕ. Çулçăсем вĕтĕ пулни те çакнах пĕлтерет. Акă, тата урăхла каларăшсем. Юман çинче çулçă тухма пуçăнсан, çăрттан тытма вăхăт. Вăрманти юман симĕсленсен, шыва кĕмелли тапхăр уçăлать.

Вăрманти ватă шĕшкĕ патне славянсем чуна уçма çÿренĕ, çылăхсене каçарма, тĕрĕс çул кăтартма ыйтнă. Шĕшкĕ малашне мĕн пуласса каланă. Сăмахран, тахçанах асăрханă – мăйăр ăнса пулнă çул ыраш тухăçĕ пысăк.

Хурăн та ĕлĕкренпех хăйĕн асамлăхĕпе палăрать. Унăн тураттисене управăç вырăнне усă курнă. Вĕсене мачча çине хурсан – çиçĕмпе аслатирен, пăр çунинчен хÿтлĕх. Пахчара хурăн тураттине чиксе лартсан, кайăксемпе чĕр чунсене çывăха ямасть. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕр аптратсан Иван Купала умĕн вите алăкĕсем çине хурăн тураттисене тăрăнтарса тухнă. Каларăшсене те манар мар. Акă, хурăн çирĕкрен маларах çулçă кăларсан, çулла типĕ пуласса кĕт. Хурăн сĕткенне нумай кăларать-тăк, çавăн пекех çу шăрăх пулĕ.

Сăваплă йывăçсемпе танах, «юратман, япăх» ÿсен-тăрансем те пулнă авал пурăнакансен. Вĕсенчен чи палли – ăвăс. Ĕмĕрсемпе çирĕпленнĕ – вăл пĕтĕмпех тĕрĕс калать. Акă, ун папкисем пысăк-тăк – сĕлĕ ăнĕ.

Хăш-пĕр йывăçсем вара çынран пĕтĕм вăй-хала туртса илеççĕ, сĕткенне ĕмсе кăлараççĕ. Вĕсен йышĕнче – пурте пĕлекен каштан, чăрăш тата хыр. Хăйĕн сиплĕхĕпе паллă çĕмĕрте те ĕлĕк ырăпа асăнман. Вăл арçынсене юратмасть, хурлăх кÿрет-мĕн.

Хăть мĕнле пулсан та, пирĕн мăн асаттесем йывăçсене тивĕçлипех хисепленĕ. Апла пулсан, вĕсем халь пурăнакан ăруран чылай ăслăрах та ырăрах пулнă. Çавна май пирĕн, вăрмансене пĕр шелсĕр касса тĕп тăвакансен, вĕсенчен вĕренмелле те вĕренмелле.

 



"Пирěн пурнăç"
08 октября 2008
00:00
Поделиться