Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Илемлĕх тĕнчене çăлать

Çут çанталăк – пирĕн пĕрлехи пуянлăх. Ăна упрасси, ÿстерсе пырасси – кашнин тивĕçĕ. Акă, экологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытассинче хунав-тĕмсем лартса хăварнин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Вĕсем кислород, фитонцид кăлараççĕ, çав хушăрах углекислăй газ, тусан йышăнаççĕ. Вăрмансемпе йывăçсен тăрăхĕсем шывсене сыхлама, вĕсен юхаслăхне йĕркелеме, тăпра ишĕлнине чарма, вырăнти климата йĕркелесе тăма пулăшаççĕ. Çавăнпа та çут çанталăк халăх хÿттинче пулма тивĕç.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта тăван тавралăха санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх пырать. Çак ĕçе район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен, ĕç тата вĕрентÿ учрежденийĕсен коллективĕсем хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. Вĕсен тăрăшулăхĕ район центрне, ялсене, урамсене илемпе хăтлăх кĕртме пулăшать. Чи пахи – аслисен ырă тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва хавхалану кÿрет. Ачасем тăван тавралăха, çут çанталăка юратма, хÿтĕлеме хăнăхса пыраççĕ. Çакă япăх-и вара;

Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем экологи субботникне хутшăнса çак кунсенче 500 тĕп чăрăш лартса хăварнă.

Атнар ял тăрăхĕ тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçленине пĕлетпĕр-ха. Мĕн кăна тумаççĕ пулĕ кунта. Администраци ĕçченĕсен пуçарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Халĕ вĕсем Социализмла Ĕç Геройĕ Александр Дмитриевич Смалайкин ячĕпе çĕнĕ парк хывса хăварнă. Ара, ĕç паттăрĕ çак ял тăрăхĕнчи Туканашра çуралса ÿснĕ. Çамрăк чухне тăван ялĕнче бригадирта вăй хунă. Кайрантарах нумай çулсем “Искра” колхоза ертсе пынă.

Атнарсем çавăн пекех тротуар юсаса çĕнетнĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнче çĕнĕрен чечексем лартса хăварнă. Илемлĕх – тĕнчене çăлнă тенине асра тытса ĕçлени савăнтарать.

Ытти çĕрте те тавралăха тирпей-илем кĕртессипе сахал мар ĕçлеççĕ. Мăн Этмен ял тăрăхĕ ку енĕпе пуçаруллă пулнине палăртса хăвармалла. Кунта çÿп-çапа, йывăç çулçисене пуçтарас ĕçе ял тăрăхĕн администрацийĕн, клубсен ĕçченĕсем хутшăннă. Уйпуç ялĕн выльăх çăвине карта тытса çавăрнă. Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк ял тăрăхĕсенче 300 тĕп ытла йывăç лартса хăварнă. Анат Чутай, Мишеркасси, Хватукасси масарĕсене тасатса тирпейленĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕ çÿп-çап, тĕрлĕ кĕленчесем пуçтарассине йĕркеленĕ. Пухăннă йăла каяшĕсене палăртнă кунсенче турттарса тухаççĕ. Çакăн валли транспорт уйăрнă. Хальхи вăхăтра Питĕркассипе Кÿпеш ялĕсем хушшинче сад ешернине куратăн. Пан улми йывăççисем çимĕç параççĕ. Кăçал Кÿпешпе Хурапыр хушшинче йывăçсен тăрăхĕ лартса хăварасшăн. Ырă ĕç ырăпа таврăнасса шанас килет.

Кив Атикасси ял тăрăхĕ кăçал ятарласа палăртман ултă çÿп-çап вырăнне пĕтернĕ. Кунта çÿп-çап пухмалли çĕнĕ контейнерсем вырнаçтарнă. Кив Атикассинчи Вăрман урамĕнчи çула юсаса тухнă. Хусанушкăнь тата Штанаш ял тăрăхĕсенче ялсен урамĕсене, автобус чарăнăвĕсене, масарсене тирпейленĕ тата ытти те.

Район администрацийĕ экологи субботникĕсем йĕркелесе ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Сăлтавĕ паллă – тăван тавралăха тирпей-илем кĕртни, тасалăх паян чи кирли. Хуçи мĕнле çын пулнине унăн кил картишне кĕрсенех пĕлме пулать тесе ахальтен каламан.

 



"Пирěн пурнăç"
08 октября 2008
00:00
Поделиться