Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманçăсен семинарĕ

ИРТНĔ эрне кун Шăмăршăра вăрман ĕçченĕсен республикăри семинарĕ пулнă.

Ун ĕçне лесничествăсемпе вăрман хуçалăхĕсен ертÿçисем, вăрман питомникĕсен мастерĕсем, Республикăри Вăрман сыхлавĕн центрĕн тата Çут çанталăк министерствин специалисчĕсем хутшăннă.

Семинара килнисем Шăмăршă лесничествинче çамрăк хунавсем çитĕнтерес тĕлĕшпе пухнă пуян опытпа, вăрман музейĕпе паллашнă. Йывăç кунĕ ячĕпе асăнмалăх çамрăк йывăçсем лартса хăварнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться