Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Уйăхлăха хутшăнса

Вăрмансем — çĕр ÿпкисем, теççĕ. Мĕн чухлĕ ытларах йывăç лартатпăр, çĕр çавăн пек лайăхрах сывлать, сывлăшĕ те таса пулать. Çитменнине тăван тавралăх та илемленет.

Çавна шута илсех ĕнтĕ çулленех çĕр-шывра, республикăра, районта йывăç лартмалли уйăхлăхсем йĕркелесе ирттереççĕ. Асăннă мероприяти кăçал та иртрĕ. Ун вăхăтĕнче районĕпе 16 пин ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă. Йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăха вырăнсенче шкул ачисемпе уйрăм çынсем, çут çанталăк тусĕсем хастар хутшăннă. Йывăçсемпе тĕмсене, хунавсене хăшĕсем çывăхри вăрмантан, катаран кăларса килсе лартнă. Ял тăрăхĕсене ку енĕпе район администрацийĕ пулăшу кÿме тăрăшнă, сăмахран, 20 пин тенкĕлĕх чăрăш калчи туянса килсе панă. Упи ял тăрăхĕ 5 пин калча илсе кайнă, Еншик Чуллă, Мăн Шетмĕпе Алманч, Пикшик — 2-шер, Карай — 1, 5, Чатукасси, Кĕçĕн Шетмĕпе Красноармейски — 1-ер пин. Йывăç-тĕмĕсене ытларах çырма-çатрасем, пĕвесем хĕррине лартнă. Уписем чăрăш калчисене ялти çĕнĕ çăва тавра лартма усă курнă. Чатукассисем, кунти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, Чатукасси — Красноармейски автоçул хĕрринчи вăрман тăрăхĕнчи хăрнă йывăçсем вырăнне лартса тухнă. Сăмах май, Геннадий Валентинович хăй çемйипе кăçал килти анкарти хыçĕнчи çырмана 120-е яхăн тĕрлĕ йывăçсем, ытларах хурăнсемпе чăрăшсем ĕнтĕ, лартса хăварнă. Тăван тавралăха симĕслентерес ĕçе Çавалçырмари Петр Константинов та çулленех активлă хутшăнать-мĕн.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 октября 2008
00:00
Поделиться