Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ЭКОЛОГИ ЫЙТĂВĔ МАЛА ТУХАТЬ

Ыйтăвĕсем самай пулин те вĕсене кĕске вăхăтра пăхса тухса пуринпе те тивĕçлĕ йышăну тума пултарчĕç районти депутатсен пухăвĕн черетлĕ 23-мĕш ларăвĕнче. Вăл октябрĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ.

Чылайăшĕ унчченхи йышăнусене улшăну кĕртесси пулчĕ. Тĕпрен нимех те улăштарманнине кура вĕсем пирки чарăнса тăмăпăр (ларăвăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсем пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ), çĕнĕ хăш-пĕр йышăну пирки вара кĕскен асăнса хăварăпăр.

Этемлĕх аталанса пынă май промышленность индустрийĕ пĕр вырăнта тăмасть. Ку вăл аван. Анчах тăван тавралăха та, апла – хамăра та, прогресс витĕм кÿретех. Ларура сăмах илнĕ районăн тĕп экологĕ Р.В.Данилов палăртнă тăрăх, атмосферăна сиенлетнин тĕп сăлтавĕсен шутĕнче автомобильсен пысăкланса пыракан йышĕ, кайăк-кĕшĕк фабрикисем, асфальтпа бетон завочĕсем т.ыт.те. Тасатмалли сооруженисене юсассипе юлашки вăхăтра районта çине тăраççĕ, çапах та ку енпе те ĕçлемелли самай-ха. Ăçта кирлĕ унта свалка тăватпăр. Ку та çивĕч ыйту.

Кăçалтан районта тĕллевлĕ тăватă çуллăх программа – «Шупашкар районĕнче 2008-2011 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси» – ĕçлеме пуçлĕ. Унăн тĕллевĕ ырă. Палăртнă задачăсен шутĕнче – тасатмалли сооруженисене юсасси те, йăлари хытă каяшсене уйрăммăн пухма пуçласси те, ртутьлĕ хатĕрсене пухса демеркуризацие ăсатасси те, усă курмалли вăхăт тухнă ядохимикатсене утилизацилесси те... Кашни пунктпах яваплисене палăртнă. Программăна пурнăçлама укçа-тенкĕне тĕрлĕ çăл куçран уйăрмалла. Тăватă çуллăха 33 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Ларура çавăн пекех ра-йон хысни çур çулта епле тулнине тишкерчĕç. Вăл çулталăкри планăн 47 проценчĕ чухлĕ пурнăçланнă. Укçа çине куçарсан 249288, 6 пин тенкĕпе танлашать. Райбюджетăн тĕп тупăшĕнчен пĕри – уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук. Районăн хăйĕн тупăшĕнче вăл 69 процент таран йышăнать. Налук мар тупăшра муниципаллă тата патшалăх пурлăхне тара парса курнă тупра тÿпи – 21, 4 процент. Ял тăрăхĕсен хыснисем çулталăклăх планран 42, 3 процент чухлĕ тулнă. Асăннă ыйтупа тухса калаçнă райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Н.И.Никифорова район хыснин укçи-тенки ăçта кайни (расхут) пирки те каласа пачĕ.

Ларура вăл е ку отрасльте ĕçлекенсене награда парас ыйтусем те пулчĕç.



"Тăван ен"
22 октября 2008
00:00
Поделиться