Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ешертĕр, чечеклентĕр тăван тавралăх

Шкул ачисем çуркунне тата кĕркунне йывăç-тĕм лартасси юлашки çулсенче ырă йăлана кĕчĕ. Вĕренекенсем çулсеренех ял урамĕсене тата шкул таврашне тирпей-илем кĕртес ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ.

Октябрĕн 10–11-мĕшĕсенче, акă, районти нумай шкулсенче уроксем хыççăн «симĕс» субботниксене тухнă. Аçăмçырми шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем В.Ильин директорпа пĕрле Уйкас Ялтăра ялĕ çывăхĕнчи çырма хĕррипе ÿсекен çамрăк йывăçсем мĕнле аталаннине тĕрĕсленĕ, вĕсене йĕркене кĕртнĕ, 2 пин ытла хурăнпа пилеш лартса хăварнă. Ял çыннисем ачасен ĕçне хисеплесен, хунавсене сиен кÿмесен аван пулмалла та...

Мăн Явăшри тата Вăрманкасри шкулсенче пĕлÿ пухакансем те стадионсем айăккинчи йывăç-тĕмсене çĕнетнĕ, Ярмушкари шкулта 5–11-мĕш классенче вĕренекенсем Авшак Элмене каякан çул айăккипе 500 хырпа чăрăш хунавĕ лартса тухнă. Туçи Çармăс ачисем, акă, шкул садне шăлан, хурлăхан тĕммисемпе, хурăн тата каштан йывăççисемпе пуянлатнă.

Йывăç-тĕм лартнипе кăна ĕç вĕçленмест, вĕсене пăхса-асăрхаса тăрасси çинчен те манмалла мар. Çавăнпа та чылай шкулсенче маларах лартнă йывăçсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпейлесе йĕркелессине те пурнăçланă.

Октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти шкул ачисем пĕтĕмпе 13 пин енне хунав лартса хăварнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 октября 2008
00:00
Поделиться