Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем те кĕртмелле, йывăçне те лартмалла

Районта хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес, йывăç лартса хăтлăх кÿрес уйăхлăх пырать. Çак яваплă тапхăра хăш-пĕр вырăнти администрацисем тĕпе хурса йышăнмаççĕ пулин те чылайăшĕнче вăл хастар йĕркеленсе пырать. Ку тĕлĕшпе, сăмахран, Турхан ял тăрăхĕнче темиçе хутчен те субботник йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе Турханкасси вăрман хуçалăхĕн участокĕ тĕрлĕрен йывăç хунавĕпе тивĕçтернĕ, культура, сывлăх, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен работниксем уйрăм çурт таврашне, урамсене, кану вырăнĕсене йывăçсем лартнă. Çак ĕçе йĕркелеме С.Манзуркин ял тăрăх депутачĕ хастар хутшăннă. Малашнехи пĕрлехи тивĕç – çамрăк йывăçсене тымар яма пулăшасси.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 октября 2008
00:00
Поделиться