Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманпа сад уйăхлăхне хутшăнса

Пикшик ял тăрăхĕнчи Вăрманкасра 50 кил ытларах. Ялăн сăн-сăпачĕ йывăçсенче пулнине кунта пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ.

Çавна шута илсех те пуль вĕсем вăрманпа сад уйăхлăхне çулленех активлă хутшăнаççĕ. Сăмахран, А. Скворцов, Г. Никифорова, С. Игнатьев кăçалхи кĕркунне те ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартрĕç. С. Игнатьев килти сад пахчине ултă улмуççи, Г. Никифорова 20 ытла хурăн, А. Скворцов 50 ытла çăка лартса хăварчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
28 октября 2008
00:00
Поделиться