Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ШЫВСĂР ПУРНĂÇ ÇУК

Пирĕн республикăра чылай юхан шыв. Çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Чăваш Республикинче ятарлă программа йышăннă. Вăл пурнăçа çулран-çулах ытларах та ытларах кĕрсе пырать. Унăн тивлечĕпе акă Йĕпреç тăрăхне кăçал ятарласа туса хатĕрленĕ пысăк плотинаран тасатнă шыв килсе тăма пуçларĕ.

Çакăн пек пысăк плотина Шăмăршă районĕнче те тăваççĕ. Проектпа пăхнă тăрăх вăл Шăмăршăсене кăна мар, кÿршĕ районсене те ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерсе тăмалла. Кунти строительство ĕçĕсем вĕçленесси нумаях юлман.

Республикăри программăпа çакнашкал пысăк плотина Вăрнар районĕнче те тума пăхнă. Çак ĕçе 2005 çултах тытăннă. Шăпах çак тапхăртан çырăнма тытăннă та ку строительство историйĕ.

Чăннипе каласан Вăрнар поселокĕнче пурăнакансене тата унти промышленноç предприятийĕсене тăрă шыв парса тăрасси нихăçан та тивĕçлĕ шайра пулман. Çак ыйту уйрăмах вунă çул каялла çивĕч тухса тăнă. Шăрăх вăхăтра Вăрнарти хутăш препаратсем кăларакан заводăн плотининчи шыв, поселока парса тăраканскер, пачах типсе ларнă. Çавна май ăна кирпĕч завочĕн карьерĕнчен илме тивнĕ. Пăрăхсем хурса шыва унтан уçлама пуçланă. Кăткăс лару-тăру тĕрлĕ мел шырама хистенĕ.

Тĕрĕссипе, Вăрнарсем ку ыйтупа 1979 çултах ĕçлеме тытăннă. Поселока ĕçмелли тăрă шывпа тивĕçтерессине ун чухнех татса парасшăн пулнă. Ку тĕллевпе сооружени тăвас тесе проект та хатĕрленĕ. Анчах вăл питĕ хакла кайса ларнине шута илсе пăрахăçланă. Ăна пурнăçа кĕртме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ тупма ниепле те май пулман. Çавăнпа та урăх меслет шырама тивнĕ.

- 2003 çулта Кĕçĕн Çавал варринчен артезиан шывĕ уçласа илес тĕллевпе çĕре пăралама тытăнтăмăр, - тет Вăрнар район администрацийĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин. - Пилĕк километр çурă тăршшĕ пăрăх хурса ĕçмелли таса шыва поселока илсе çитертĕмĕр. Çавна май кăткăс лару-тăру кăштах çăмăлланчĕ. Унччен унта пурăнакансене ĕçмелли тăрă шывпа - ирхине, кăнтăрла, каçхине виçшер сехет кăна тивĕçтернĕ пулсан - ăна ытларах пама пуçларăмăр, - аса илет çав тапхăрсене пуçлăх.

2005 çулта Вăрнар тăрăхĕнче, Кĕçĕн Çавал çинче, пысăк плотина тума тытăнни ĕçмелли таса шыв ыйтăвне пĕтĕмпех татса парĕ: поселокрине кăна мар, пур ялтине те. Çакна шанма сăлтавĕ пур. Республикăри таса шыв программипе чăннипех те пысăк плотина çĕкленет кунта. Вăл хута кайсан, плотина мар, Вăрнарăн чăн-чăн тинĕсĕ тени те йăнăшах пулмĕ. Мĕншĕн тесен проектпа пăхнă тăрăх унта 12, 65 миллион кубла метр шыв упранмалла, лаптăкĕ 3, 4 тăваткал километр йышăнмалла. Вăл поселокран кăнтăралла - Кÿстÿмĕр ялĕнчен çурçĕр-хĕвел анăçнелле 1, 5 çухрăмра вырнаçнă. Халĕ ку вырăнта хĕрсех строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

- Эпир кунта çу уйăхĕнче ĕçлеме тытăнтăмăр, - каласа парать Шупашкарти “Спецводстрой” тулли мар яваплă обществăн участок пуçлăхĕ Наиль Куряков. - Пирĕн умĕн пĕлтĕр - “Дорисс”, кăçал Кÿкеçри “Водострой” ПМК организацисем тăрăшнă. Халĕ вĕсем куçса кайнă ĕнтĕ. Плотинана эпир туса пĕтерĕпĕр.

Наиль Куряков палăртнă тăрăх, çакна пурнăçлама вĕсен май çителĕклех. Ĕçре кирлĕ техника пур: экскаваторсем, бульдозерсем, крансем, КамАЗсем - чи хăватлисем. Пĕртен-пĕр чăрмав - çуллахи вăхăтра вăраха кайнă çумăрлă çанталăк йĕркеллĕ ĕçлеме памарĕ. Кунти тăпра питĕ тăмлă пулнăран техника çумне çилĕм пекех çыпăçать тата хăвăрт типесшĕн мар. Халĕ ĕç тухăçлăхĕ япăх теме çук.

Çĕртме уйăхĕнче шыв шахтисене тунă. Тепринче вара 51 сăвай çапнă, вĕсен никĕсĕсене бетонпа хытарса тухнă. Халĕ плотина умĕнчи шахтăсене пăр кайнă вăхăтра хÿтĕлекен монолит “пиçиххи” хатĕрлеççĕ. Ку ĕç те вĕçленсе пырать.

Плотинăн чылай пайне техникăпа тăпра тĕксе хăпартнă. Тата тепĕр 300 метр тăршшĕ пурнăçламалли юлнă. Ун чухне шăпах Кĕçĕн Çавал тĕлне çитĕç. Хальлĕхе юхан шыва пĕвелемен-ха. Тепĕр çул, пăр кайсан, ăна тума палăртнă. Анчах Кĕçĕн Çавал çулне кăçалах пăрнă. Халĕ вăл плотина айĕпе туса панă шыв çулĕпе юхса тухать. Çурма çаврăм туса унчченхи юхăм çулнех лекет.

Кăçалхи ĕç планĕпе “Спецводстройăн” плотинара тепĕр 12 пин кубла метр çĕр хăпартмалли юлнă. Çакна юр лариччен вĕçлесшĕн. Ытти пĕтĕм ĕçе çитес çул пурнăçласшăн. Кĕçĕн Çавала кăçал та пĕвелеме пултараççĕ-ха. Анчах çакна тума пĕр чăрмав тытса тăрать. Ăна пÿлсен поселока шывпа тивĕçтерекен сооружени унăн тĕпне юлма пултарать. Тепĕр çулччен ăна салатса пуçтармалла. Кунсăр пуçне, шыв айне ан юлтăр тесе, 324 гектар вăрмана касса тасатмалла. Вăрманне сутнă, касма тытăннă.

“Спецводстрой” ООО подразделенийĕ плотина тăвас енĕпе 73 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă ĕнтĕ. Çакă планпа пăхнинчен çурри ытларах. Ыттине çитес çул тума хăварнă.

Районти строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулта шыв тасатмалли сооружени те тума тытăнмалла. Плотинари шыва шăпах ун витĕр кăлармалла пулать. Ăна район центрне çитерме вара 4, 5 çухрăм пăрăх хывмалла. Плотинана 2010 çулхи çурхи шывпа тултарма палăртнă.

Кĕçĕн Çавал çинче тăвакан плотинан пĕтĕм хăватне ĕçе кĕртсен районти халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăннипех те хăйне евĕр “революци” пулса иртессе çирĕп ĕненеççĕ Вăрнарсем. Вăл ял çыннисене те шанăç кÿрĕ. Кунти шыва поселока чи малтан çитернĕ хыççăн малашне унпа районти 47 ял усă курĕ. Районта таса шывсăр пĕр ял та юлмĕ.

 



"Хыпар"
07 ноября 2008
00:00
Поделиться