Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ВАТĂ ЮМАН ХАШ СЫВЛАТЬ: ПĔТЕТ ВĂРМАН, КАСĂЛАТЬ

Ватă йывăçсемпе чи пуян çĕршывсенчен пĕри - Аслă Британи. Авалхи йывăçсен шутне темиçе çĕр çул пурăнаканнисем кĕреççĕ. Вĕсем историе йĕрлекен чĕмсĕрсем.
Йывăçах тĕл пулусемпе пухусен вырăнĕ, чикĕ палăртмалли мел, вăрă-хурах шăпине вĕçлекен такана... Катăркас - Аслă Британи çĕршывĕн чи паллă йывăçĕ. II Елизавета патша Сурхури кунĕнче унăн туратне апат сĕтелĕ çине хума ыйтать. Иисус Христоса пăталанă хыççăн ÿтне Джозеф Аримесиа çемйин склепне хунă. Вăл Таса хĕр Марийăн тетĕшĕ пулнă. Джозеф пурнăçĕшĕн хăраса Палестинăран тухса тарнă. Çул çÿрев вĕçĕнче вăл туйине çĕре тăрăнтарнă, вăл катăркасран пулнă. Патак тымар янă та хĕл варринче чечек çурнă. Çак асамлăх хыççăн Британире пĕрремĕш чиркÿ çĕкленĕ.
Нуша çитсен вăрмана
РЕСПУБЛИКĂРИ чи ватă йывăç пирки шухăшлама пуçласан куç умне вулли хуралнă, турачĕсене пур енне те сарнă хăрăк йывăç тухрĕ. Чим-ха, ку Валем хуçа варĕнчи Киремет йывăççи мар-и-ха? Тĕне кĕмен мăн асаттесемпе асаннесем шанчăк шыраса ун патне кĕлĕ тума утнă. Халĕ те çумăр çуман çулсенче ватăсем çав вара каяççĕ.
- Киремет - аслă турăсенчен пĕри, вăл пурне те куракан, пурне те пĕлекен Çÿлти турăн пĕрремĕш ачи пулнă. Чăвашсене вăл телей валеçсе, инкек-синкекрен упраса пурăннă. Çавăнпа чăвашсем ĕлĕк вăйлă та ăслă пулнă. Киремет мĕн пĕчĕкренех шап-шур урхамахпа пĕлĕтре чуптарса çÿреме юратнă. Пĕррехинче çынсем шуйттансем хĕтĕртнипе лашипе кÿмине туртса илме кавар тунă. Киремет телей валеçсе тухсан ăна тискеррĕн асаплантарма тытăннă. Çÿлти турăран хăраса çынсем Киремет виллине çунтарса янă, кĕлне çилпе вĕçтерсе салатнă. Кĕл ÿкнĕ вырăнсенче кайран Киремет йывăççи - юман, çăка, хурама - шăтса тухнă. Çав Киремет йывăççисенче Çÿлти турăн пĕрремĕш ачин чунĕ пурăнать тет.
Киремет çынсем хăйне усал тунине манмасть, çилли килнĕ чух пит хаяр та усал пулать тет. Çынна терт килни Киремет çилленнипе пулать тет. Çавăнпа чăваш ун валли парне хатĕрлет. Ĕлĕкрех Киремете хĕр тытса панă. Каярахпа ку йăла кивве юлнă, выльăх пусса чÿк тума тытăннă. Киремет чÿк тумалли тата кĕлĕ тумалли сăваплă вырăн пек юлнă. Халăх çине хаяр чир-чĕр яракан Киремет вăрман айккинчи варта, икĕ ял хушшинчи тарăн çырмара, улăп тăпри çинче, юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Православи тĕнне сарма пуçласан Киремет йывăççисене вăтăрнă, каснă. Апла пулин те республикăра паян та чÿк тумалли вырăнсем пур-ха, - пĕлтерет Е.Е.Ерагин мăчавар.
Хăй вăл Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене ертсе пырать. Ачасене асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки çинчен каласа парать. Кил таврашĕнче Евгений Евсафьевич юпа лартнă. Ăна В.Эткер ÿнерçĕ касса илемлетнĕ. Шкул ачисем Акатуя юпа умĕнче паллă тунă. Шăпăрлансем ун çине хăпарассипе ăмăртнă.
- Йывăçа майĕпен юпа улăштарнă теме пулать, - тет мăчавар. - Юпа та халăхăмăр йăлинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ку тĕнчепе çÿлти тĕнчене çыхăнтаракан паллăна вилнисен тăпри çине лартнă. Чăвашшăн ватă çын яланах хисепре пулнă. Вăл ăна асăнсах тăнă. Наци туйăмĕпе хавхаланнă художниксем хăйсен стильне юпа çинче палăртаççĕ халĕ.
Калайкасси ватă йывăçсемпе пуян пулнă. Сарлака та çирĕп юмансене тĕн çыннисем пĕр шелсĕр каснă иккен. Халăх нуша килсен чиркĕве мар, вăрмана утасран хăранă.
Мăнаçлăх часах чĕрĕлмест
ЧР гербĕпе ялавĕн тĕп атрибучĕ - пурнăç йывăçĕ. Вăл вилĕмсĕрлĕх, мăнаçлăх палли. Чăвашсемшĕн çакăн пек йывăç юман пулса тăнă. Унăн вулли, турачĕсем, çулçисем, йĕкелĕ вăя, тĕреке, хăюлăха, хастарлăха, маттурлăха палăртнă. Йывăçăн çÿлти турачĕсем республика территорине, унта çуралнă тата пурăнакан чăвашсене сăнлаççĕ. Иккĕмĕш турачĕ Чăваш Енре пурăнакан урăх наци çыннисене кăтартать, виççĕмĕшĕ - тăван енрен аякра кун кунлакан чăвашсене. Пĕр енчен Пурнăç йывăçĕ республикăри пур наци çыннине пĕрлештерекен эмблема, тепĕр енчен тĕнчипе саланнă чăвашсен пĕрлĕхне кăтартакан символ.
Юлашки 300-400 çул хушшинче Раççей территорийĕн Европа пайĕнче юманлăхсем хăвăрт пĕтнĕ. Вĕсемпе пĕрле çут çанталăкра чĕр чунсем, ÿсен-тăран, кăмпа çухалнă. Раççейре юманлăхсем - 3, 7 миллион гектар, Францире - 2, 1 миллион гектар, Украинăра - 1, 7 миллион гектар, Германире - 0, 9 миллион гектар, Данире - 0, 5 миллион гектар, Хорватире - 0, 3 миллион гектар. Хальлĕхе Чăваш Республикинче, Тула, Калуга облаçĕсенче темиçе пин гектарлă лаптăксенче юманлăхсем сыхланса юлни паллă.
2005 çул тĕлне республикăра юманлăхсем 103, 3 пин гектар лаптăк йышăннă. Çав шутран çамрăк йывăçсем 33 %, вăтаммисем 57 %. 2008 çул тĕлне чăваш юманĕсем синкерлĕ лару-тăрăва лекнĕ. 1966 çултан пуçласа 1999 çул таран юманлăхсен лаптăкĕ 33 пин гектар е 25 % таран чакнă. 1972 çулхи шăрăх çанталăк, 1973 çулхи шартлама сивĕ сиен кÿнĕ.
Юман - чи паха та хаклă йывăç. 700-800 çул пурăнаканнисем пурри паллă. Пурнăçăн малтанхи тапхăрĕнче вăл, 30-40 çулччен, тăршшĕне çитĕнет, тымарсен вăйне ÿстерет. Вĕсем çĕр айне 10 метр тарăнăшне анаççĕ. Юман пĕрремĕш хут 60-80 çул тултарсан чечеке ларать. Медицинăпа косметикăра юман хуппипе усă кураççĕ. Авалах юман хуппин вĕретнĕ шĕвекĕпе суран тасатнă. Йывăçран паркет, сĕтел-пукан, пичке хатĕрлеççĕ.
Ватă юманлăха каснă хыççăн вăрман хăйне хăй çĕнелмест. Хунавсем тункатаран тухмаççĕ. Юман хÿттинче çитĕннĕ çамрăк йывăç уçă вырăнта вĕтлĕх айне пулса хăрать. Вунă çултан юманлăх вырăнне хăвăрт çитĕнекен хурăн, ăвăс кашлама пуçлать. Пурнăç йывăçне сыхласа хăварас тесен вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен сахал мар тар тăкмалла. Йĕкел акмалла, питомникре ятарласа ÿстернĕ хунавсем лартмалла. Анчах та ку çителĕксĕр. Çамрăк юмана сăнасах тăмалла, юнашар ÿсекен хурăнпа ăвăса касмалла.
Республикăри чи ватă юман Сăнав вăрман хуçалăхĕн территорийĕнче кашласа ларать. Вăл авал çакăн пек мăнаçлă юманлăхсем пулнине çирĕплетекен пĕртен-пĕр тĕслĕх. 350-400 çулта пулĕ теççĕ ăна. Тĕп-тĕрĕс палăртман. Унăн вуллин диаметрĕ 170 сантиметр, тăршшĕ 24 метр /тăррине çиçĕм тивиччен тăршшĕ 30 метра çитнĕ/. Йывăçăн аялти турачĕсем хăрнă. “Чи ватă чăваш юманĕ” палăка курма туристсем час-часах килеççĕ. Асăнмалăх мĕн те пулин илсе каяс тесе йывăç хуппине сĕвеççĕ.
I Петĕр патша хăйĕн хушăвĕпе Атăл хĕрринчи юманлăхсене карап тума кастарнă хыççăн Чăваш Ен чи çирĕп йывăçсемсĕр юлнă. Унтанпа темиçе ĕмĕр иртнĕ. Республика халĕ каш кашлакан вăрмансемпе мухтанаймасть. Тен, хăçан та пулин пурнăç йывăçĕ каялла хăйĕн вырăнне йышăнĕ.
АПШ территорийĕнче, Калифорнире, çĕр çинчи чи çÿллĕ йывăçсем ÿсеççĕ. Секвоя чи çÿлли кăна мар, чи ватти те. 2000 тата 3000 çул тултарнăскерсем 100 метр тăршшĕ, вуллин хулăнăшĕ 6-9 метр. Секвояна мамонт йывăçĕ теççĕ.


07 ноября 2008
00:00
Поделиться